Омск К-186

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(К-186 «Омск» ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Омск (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
К-186 «Омск»
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ РФ
Тăван порт Вилючинск
Шыва антарнă 1993
Хальхи статус ЛОФ шутĕнче
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ ПЛАРК
Проект палăртăвĕ 949А «Антей»
ÇАПУ классификацийĕ «Oscar-II»
Хăвăртлăх (шывçи) 15 çыхă
Хăвăртлăх (шывай) 33 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш 420 м
Чи пысăк тарăнăш 500 м
Çӳрев автономлăхĕ 120 талăк
Экипаж 130 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ 14 700 т
Шывай шыв кăларăшĕ 23 860 т
Чи вăрăм (КВЛ) 154 м
Корпус чи анлăшĕ 18,2 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 9,2 м
Вăй-хăват хатĕрĕ
кашни 190 МВт хăватлă
ядерлă ОК-650В 2 реактор
Хĕçпăшал
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
2x650-мм тата 4x533-мм ТА
24 торпеда
Ракета хĕçпăшалĕ ПКР комплекс П-700 «Гранит»
ЗМ-45 24с ракета
"Омск", ракетăллă атомлă шывай крейсерĕ К-186 (РАШК).

Омск К-186 (шывай кимми) — атомлă ракетăллă «Антей» класĕн (949А "Антей" проекчĕ) шывай крейсерĕ «Омск». Çак карап 1996 çулта Çурçĕр Пăрлă океанĕн пăрĕсем айĕпе Çурçĕртен Камчаткăна çитнĕ. К-186 «Омск» командирĕ 1-мĕш рангри капитан Астапов А.С. тата карап çинче асли — контр-адмирал Козлов И.Н. 1996 çулта Раççей Паттăрĕн ятне тивĕç пулнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шывай кимми Анăç Лица тутинчен тухса, Çĕнĕ Çĕр утрава çавăрăнса пăр айнелле чăмнă та Таса Анна валашкипе Çурçĕр Пăрлă океанĕн çӳлти анлăхĕсене çитнĕ. 15 талăк хушшинче шывай крейсерĕ пăрсем айĕнче 4000 миле яхăн куçнă, çав шутран 500 милĕне навигаци енчен хăрушăллă Чукот тинĕсĕн тарăнах мар шывĕсемпе пынă.

Шывай крейсерĕн пулăшуçи Омск хули.[1]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]