Лазерсен физики
Курӑнакан калӑплав
Лазерсен физики, лазер физики, лазерла физика — физикăн лазерсен ĕçхĕлĕн теорийĕпе ĕçлевлĕхне майлаштаракан уйрăмĕ. Лазерсен физики квантла электроника, линилле мар оптика тата квантла оптика текен ăславсене пĕрлештерсе тăрать.
Тĕп ыйтусем çаксем:
- лазерсене конструкцилени, вăл шутра оптикăлла резонаторсене проектлани;
- лазерсен ĕçлев ĕскерĕсенче (талккăшĕсенче) электронсен популяцилле инверсине майлаштарни
- лазерсенчи çутă уйĕсен вăхăт тĕлĕшĕнчи эволюцийĕ
- лазерла çупкамсен сарăлавĕ (уйрамах Гаусс çупкамĕсен);
- лазер пайăркалавĕ япалалăхпа хире-хирĕç вăйăмра тăни.