Контент патне куҫ

Лалеш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лалш — езидсен сăваплăх вырăнĕ

Лалш, Лалиш, Лалыш (Laliş)— Иракри езидсен храмĕ, Мосул хуларан çурçĕр-анăçалла 60 км вырнаçнă; езидсен.сăваплăх тата чунçӳрев вырăнĕ.

Христосчен тапхăрта — Хĕвел храмĕ.

Лалешре иккĕ сăваплă çăлкуç пур:

  • Гания Земзем Земзем çĕр хăвăлĕнче.
  • Гания Спи (Шурă Çăлкуç) — езидсен космогонипе, тĕнче талккăшпех океан пулнă пирĕштисем (асли - Малак Тавус) — халĕ çăлкуç тапакан тĕле аннă. Вĕсем шыва çĕпре антарнă та хытă çийе туса хунă, çак вырăнта çăлкуç уçăлнă, халĕ вăл сăвплă шутланать. Çак çăлкуç шывĕпе езидсем хăйсен ачисене сăваплаççĕ.

Юпан 6-мĕшĕнче езидсен чунçӳрев эрни — Джамаи — пуçланать . Кашни езид, май пур таран, сăваплă вырăнсене пуçтайма тата Кания Спи шывĕнче сăвапа кĕме, çула пуçтарăнать. Лалышра сăвапланнă çынна барат (тӳррĕн «грамота, парне» — çак çăлкуçăн юшкăнĕнчен монахиньăсем (факрая) тунă чăмăрккасене) парнелеççĕ.

Паянкуна Лалеш — езидсен тĕнчери пĕртен-пĕр çеç храм мар. Шарфадин çĕнĕ этеп çурчĕсене тума чврмасть. 2012 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнче Эрмени Республикин Армавир облаçĕнче езидсен "Зиарат" храмне мăнаçлăн уçнă. Ку езидсен тăван çĕрĕн тулашĕнче туса хăпартнă пĕрремĕш храм, Кунта Эрменири езидсем кĕл тăваççĕ. Çакăн пек çурта тăвас плана 2009 çулхи çурла уйăхĕнче Ярославльте регистрациленĕ «Езидлĕх» тĕн организацийĕ палăртнă.

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице