Ламбдаизм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ламбдаизм — историре пĕр-пĕр сасă [l] сасса куçса кайни. Термин грек чĕлхинчи λ саспалли ятĕнчен ("ламбда") пулнă.

Чăваш чĕлхинчи лабдаизм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăш-пĕр чăваш сăмахĕсенчи л сасă ытти тĕрĕк чĕлхисенчи ш сасăпа тӳр килет, тĕслĕхрен, чăв. кĕмĕлтут. кöмеш, чăв. утмăлтут. алтмыш, чăв. хĕлтут. кыш тата ыттисем те. Ку вăл — чăваш ламбдаизмĕ. Ламбдаизăма хирĕçле пулăма (л вырăнне ш каланине) сигматизм теççĕ.

Ламбдаизм чăваш чĕлхишĕн çеç мар, монгол, тунгуз-маньчжур чĕлхисемшĕн те характерлă: чăв. чол~чул «камень» — монг. чулуу~чулун «камень» — тĕрĕк таш, чăв. çул~çол «возраст» — монг. йил~жел~жилтĕрĕк йаш «год, возраст», чăв. тĕлĕк «сон» — маньчж. tolginтĕрĕк тӳш тата ыттисем те.

Ламбдаизм венгр чĕлхине кĕнĕ чăваш сăмахĕсенче те (чăв. пелче «пеленка» — венг. bölcsö «колыбель»), Атăлçи пăлхар палăкĕсенче те, финн-угр чĕлхисем йышăннă чăваш сăмахĕсенче те уçăмлă курăнать. Апла пулсан ламбдаизм та, ротацизм пекех, авалхи пулăм шутланать.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Егоров В.Г. Введение и изучение чувашского языка. М., 1930;
  • Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнитслыю-историческом освещении. Ч., 1971;
  • Федотов М.Р. Чувашский язык в семье алтайских языков.