Ласицкене Мария Александровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мари́я Алекса́ндровна Ласицке́не (хĕр чухне — Ку́чина; кăрлач, 14, 1993, Прохладный, Кабарда-Балкар, РФ çур.) — раççей çӳллĕш сикенçи, олимп чемпионки (2020) тата виçĕ хутчен тĕнче чемпионки (2015, 2017, 2019), икĕ хутчен тĕнчери залри чемпионка (2014, 2018), Европăри чемпионка (2018), икĕ хутчен Европăри залри чемпионка (2015), 2019),


Историре пĕрремĕш çӳллĕше сикнипе тĕнчере виçĕ хутчен чемпионка (арçынсем хушшинче те, хĕарăмсем хушшинче те)[1].

Спорт тумне тата пушмакне тăвакан Nike компанипе хăйĕн контракчĕ пур[2].

2017 çулхи çуллахи сезончен Кучина хушаматпа ăмăртнă.

Карьера[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2016 çулчен[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăмăл атлетикăпа 10 çул тултарсан Геннадий Габрилян тренер патĕнче хăтланма тытăннă[3]. 2010 çулта кĕркунне Волгограда Волгоградри патшалăх физкультура академине вĕренме кайнă та икĕ çул хушши Борис Горьков патĕнче ăсталăхне ӳстернĕ, кайран каллех Габрилян патне таврăннă, халĕ те унпа ĕçлет[4]. Тренер хăйĕн меслечĕпе спортсменкăна хатĕрлет, штангăпа ĕçлеттермест, «шухăшсене тренировка тутарать»[5].

2009 çул
2010 çул
2011 çул
2012 çул
2013 çул
  • Кĕмĕл медаль — XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада (Хусан), результат - 1,96 м.
2014 çул
  • Кăрлачăн 16-мĕшĕнче Кучина Ю. Лукашевичпа В. Середкин мемориалĕнче (Челепи) 2 метр çӳллĕшне сикнĕ, нарăсăн 6-мĕшĕнче XL Galan ăмăртăвĕнче хăйĕн рекорчĕпе (2,01 м) залра çĕнтернĕ.

Çакăнсăр пуçне, 2014 çулта Кучина тĕнчери залри чемпионатĕнче Сопотăра (пĕрремĕш вырăна Камила Лицвинко полькăпа пайланă) тата «Бриллиант лигин» Парижри тата Цюрихри этапĕсенче 2 метр çӳллĕшне сикнĕ.

«Бриллиант лигин» пĕрлехи шута илнинче çĕнтернĕ.

1,99 м сикнипе Кучина Европан пĕрлештернĕ командине Марракешре иртнĕ IAAF континент кубокне үĕнсе илме пулăшнă.

2015 çул
  • 2015 сезонĕнче Кучина каллех 2 метр тата çӳллĕрех сикнĕ: «Бриллиант лигин» Монакăри тата Брюссельри этапĕсенче (2,01 м), çаплах Загребри турнирте.
2016 çул

Çурлан 29-мĕшĕнче Пекинре тĕнчери чемпионатра, 2,01 м çӳллĕше сиксе, çĕнтернĕ.

«Бриллиант лигин» пĕрлехи шута илнинче иккĕмĕш вырăна тухнă.

Юпа уйăхĕнче, 1,95 м результатпа, Мунгёнре (Кăнтăр Корей) Çарçăсен пĕтĕм тĕнчери вăййисенче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

2017 çул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2017, хĕлле
2017 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕ. Мускав. Мария Кучина тата унăн тренерĕ Геннадий Габрилян рекорд (2,03) тунине уявлаççĕ.

Кăрлачăн 18-мешĕнче Владимир Дьячков тата Николай Озолин Мемориалĕнче Мария Кучина карьерăра вунпĕрремĕш хут икĕ метр çӳллĕш сикнĕ[6].

2018 çул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2018, хĕлле

2019 çул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2020, хĕлле

2020 çул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2020, хĕлле

Пайăр пурнăç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2017 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче Мария раççей спорт журналисчĕпе тата «Евроспорт» телеканалăн комментаторĕпе Владас Ласицкаспа мăшăрланнă[7]. Кучина упăшкин хушаматне йышăнма кăмăлланă та Мария Ласицкене пулса тăнă.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Олимп чемпионкисем, çӳллĕше сикнипе Шаблон:Тĕнче чемпионкисем, çӳллĕше сикнипе