Контент патне куҫ

Ленин лапамĕ (Волгоград)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ошибка скрипта: Модуля «РФ халăхĕсен культура еткерлĕхĕ» не существует. Ле́нин лапамĕ — Волгогрдăн Вăта районĕнчи лапам.

Революциччен лапама çавăнта 1899 çулта хăпартса пĕтернĕ Николай чиркĕвĕ ятне панă пулнă[1]. Лапама ырă пурнăç валли начар шутланнă, çул çине нимĕн те витмен, кунта Аçтăрханран тата Царицынран Мускава тата урăх хуласене пулă турттаракан обозсем кăна чарăнса тăнă пулнă.

Хăйĕн кунçулĕнче лапамра митингсем тата забастовкăсем ирттернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче, Юнлă вырсарникуна асăнмалăх, ăна çĕнĕ ята — Кăрлачăн 9-мĕшĕн лапамĕ — куçарнă.

Пĕрремĕш социализм пиллĕкçуллăхĕсенче хула сăнĕ питĕ улшăннă — лапам та улшăннă: çĕмĕрнĕ Николай чиркĕвĕ вырăнĕнче нумай çурт туса лартнă.

Сталинград çапăçăвĕ вăхăтĕнче пĕр çуртра совет çарçисен Афанасьев лейтенант ертсе пынă пĕр ушкăнĕ (Павлов сержант унăн группинче пулнă) çирĕпленсе ларнă та çак позицие 58 кун хӳтĕленĕ. Вăрçăра лапама питĕ аркатнă. Лапама хӳтĕленĕ салтаксене асăнса çак вырăна Хӳтĕлев лапамĕ теме тытăннă.

1951 çулта Павлов çурчĕ тавра каре евĕр тăватă пĕрпек çурт туса лартнă, малашне çак проект йĕркине тытса пынă. Каярах, çĕнĕ çуртсене çурма çавракăшлă колоннадăлла пĕрлештернĕ, Павлов çурчĕн профилĕнче паттăр-çĕнтерӳçĕ сăнарне ӳкернĕ барельеф тунă.

1960 çулта кунта Ленин палăкне вырнаçтарсан, лапама пролетариат çулпуçĕн ятне тивĕçтернĕ. Палăка Е. В. Вучетич скульпторпа Т. А. Захаров архитектор хăтланă. Бронзăран Ленин скульптурине Мытищинри ӳнерлĕ шăрату савучĕ туса панă. Çӳллĕшĕ (постамента шута илсе) — 18,8 метр.

Лапамăн çурçĕр пайĕн айĕнче хăвăрт трамвайăн пĕр ятлă станцийĕ вырнаçнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Аргасцева Свод историко-архитектурного наследия Царицына — Сталинграда — Волгограда (1589—2004 гг.). — Волгоград: Панорама, 2004. — ISBN 5-9666-0003-1

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]