Ливан ялавĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ливан ялавне 1943 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче йышăннă.

Ялавăн икĕ хĕрлĕ пайĕ шурă пайран çӳлте тата аялта вырнаçнă. Хĕрлĕ пайĕсем шурă пайăн çурри пулмалла. Ялав сарлакăшĕ вара 1:2:1 пайлă пайланать. Симĕс кедр йывăççи хĕрлĕ пайĕсемпе иккĕшĕмпе те çыпçăнать. Кедра ӳкернĕ чухне тĕппипех симĕс тĕспе сăрламалла.

Ялав çинчи хĕрлĕ тĕсĕ Ливана ирĕке кăлармашкăн юхнă юна пĕлтереççĕ. Шурă тĕсĕ мирпа Ливан тăвĕсенчи юра пĕлтерет. Симĕс кедр вилĕмсĕрлĕхе кăтартать.