Лигур чĕлхи (авалхи)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лигур чĕлхи
Тăван ячĕ: паллă мар;
Патшалăхсем: Лигури (хальхи Франци, Итали, Испани чиккисен территоринче)
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
классифицилемен
Çырулăх: çырусăр
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: xlg
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Лигур чĕлхи пăхăр.

Лигур чĕлхи — топонимсене тĕпчесе çĕнĕрен тунă чĕлхе, унпа рим тапхăрĕччен Италин çурçĕр-анăçĕнче тата Францин кăнтăр-тухăçĕнче пурăннă халăх (лигурсем) калаçнă.

Инди-европа чĕлхисем пулса кайичченхи чĕлхесен йышне кĕрет, темелле. Чылаях мар глоссем тата топонимсем çеç тупăннă. Морфемăсене тишкерсе, вăл Сицилири сикан халăхĕн чĕлхи евĕр, пулас.

Кельт гипотези[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ксавье Деламарр шухăшĕпе, лигур чĕлхи кельт çемьин йышĕнче пулнă.

Инди-европа субстрачĕ пуличченхи гипотеза пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи авторсем пĕлтернисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

П. эрч. 41 - 49 çулсенче Корсика утравĕнче ссылкăра пурăннă Сенека, çакăнти лигур тата ибер йăхĕсен йали-йĕркине пĕлнĕ. Сенека шухăшĕпе, çыранхĕр корсикансем, кантабрсем пекех, лигурсем, утравăн вăта пайĕнчисем — иберсем — пулнă.[1] Иберсен тата лигурсен чĕлхисем ун чухне калаçу шайне çити кăна аталаннă пулнă, Сенека хăй Иберире çуралнăскер, çавăнпа унăн шухăшне шута илмеллех.

Страбонăн тепĕр фрагментĕнче лигурсемпе кельтсен уйрăмлăхне çырса кăтартнă:

«Альп пирки сăмах тапратсан… лигурсемсĕр, нумай йах, мĕнпур кельт йăхĕ, çак ту-сăрт çинче пурăнать; лигурсем кельтсемпе пĕр пекрех пулсан та, урăх йăх ушкăнне кĕреççĕ».

Геродот (5.9) çырнипе, сигиннсем (Тăнай тăрăхĕнче пурăннă йăх), лигур челхипе — «вак-тĕвек сутакансем», Массили çывăхĕнче тĕпленнĕ.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Dictionary of Greek and Roman Geography. — P. pages 689–692. Downloadable Google Books.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Barruol, G. (1999) Les peuples pré-romains du sud-est de la Gaule — Etude de géographie historique, 2d ed., Paris
  • Delamarre, X. (2003). Dictionaire de la Langue Gauloise (2nd ed.). Paris: Editions Errance. ISBN 2-87772-237-6
  • Strabo (1917) The Geography of Strabo I. Horace Jones, translator. Loeb Classical Library. London, William Heineman.
  • Фалилеев, А. И. (2011) Вопросы лигурского языкознания: Ligurica sub specie Celto-Liguricae et Indo-Germanicae. — Вопросы языкознания, 2011, № 3, 85-113.