Контент патне куҫ

Логунов Денис Юрьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Денис Юрьевич Логунов
Çуралнă вăхăт: 1978
Çуралнă вырăн: Фрунзе
Ăсчах степенĕ: биологи ӑслăхӗсен тухтӑрӗ (2011)
Альма-матер: Курск патшалӑх медицина университечӗ

Денис Юрьевич Логунов — (ҫур. 1978 ҫулхи 13 юпа) — раҫҫей ӑсчахӗ-микробиологӗ, медицина микробиологийӗн специалисчӗ, биологи ӑслăхӗсен тухтӑрӗ (2011), РАН пайташ-корреспонденчӗ (2016). Н. Ф. Гамалеи ячӗллӗ Патшалӑх тӗпчев эпидемиологипе микробиологи тӗпӗн ӑслӑх енпе ӗҫлевӗн пуҫлӑхӗн улӑштаравҫи, пайрăм микробиологи лабораторийӗн пуҫлӑхӗ. РФ Патшалӑх ӑҫлӑх тата технологисен парнин лауреачӗ(2020).

Унӑн тӳрӗ ертевӗпе Н. Ф. Гамалеи ячӗллӗ НИЦЭМ COVID-19-е хирӗҫ пӗрремӗш Раҫҫей вакцинине шутласа кӑларнӑ (Гам-КОВИД-Вак, суту-илӳ палли «Спутник V»).