Луизианăна сутăн илни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
АПШ Луизианăна сутăн илнĕ чухнехи çĕрсем
Луизиана картти

Луизианăна сутăн илниПĕрлешĕннĕ Штатсем Çурçĕр Америкăри франци харпăр çĕрĕсене 1803 çулта сутăн илне ĕç-пуç.

Туяннă территорин пысăккăшĕ, хаклавсемпе, 530 мильон акрпа (828 000 милăпа² е 2 100 000 км²) тан. Суту ĕçĕн хакĕ 15 мильон американ долларĕ е 80 мильон франци франкĕ (тĕплĕнрех, АПШ-шăн , кивçен проценчĕсене шута илсен, 23 213 568 американ долларĕ) пулнă. Çакна пула пĕр акрăн хакĕ 3 цент (7 цент гектаршăн).

1803 çулхи килĕшӳпе АПШ йышне кĕнĕ территорисенче халĕ çак штатсем вырнаçнă:

  1. Арканзас,
  2. Миссури,
  3. Айова,
  4. Оклахома,
  5. Канзас,
  6. Небраска,
  7. Миннесота штатăн кăнтăр пайĕ,
  8. Çурçĕр Дакота штатăн чылайăш пайĕ,
  9. Кăнтăр Дакота штачĕ пĕтĕмпех темелле ,
  10. Çĕнĕ Мексико штатăн çурçĕр-тухăç пайĕ,
  11. Монтана штатăн чылай пайĕ,
  12. Вайоминг штатăн пайĕ,
  13. Техас штатăн пайĕ,
  14. Колорадо штатăн тухăç çурри,
  15. Луизиана штатăн пайĕ (Миссисипи юханшывăн икĕ çыранĕнче), çав шутра Çĕнĕ Орлеан хула та.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:АПШ кун-çулĕ