Майринк Густав
Густав Майринк | |
Gustav Meyrink | |
Ӳкерчĕк:Густав Майринк.jpg | |
Çуралнă чухнехи ят: | Густав Майер |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1868 çулхи кăрлач, 19 |
Çуралнă вырăн: | Вена, Австро-Венгри |
Вилнĕ вăхăт: | 4 декабря 1932 |
Вилнĕ вырăн: | Штарнберг, Бавари, Германи |
Гражданлăх: | Австри |
Ĕçлев тĕсĕ: | Прозăçă |
Пултарулăх çулĕсем: | 1903—1927 |
Тĕлĕ: | Экспрессионизм |
Дебют: | «Хĕрӳ салтак тата урăх калавсем» |
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем | |
Гу́став Ма́йринк, паспортри ячĕ-хушамачĕ Гу́став Ма́йер (ним. Gustav Meyrink, 1868 çулхи кăрлач, 19 Вена, Австро-Венгри —1932 çулхи раштав, 4 Штарнберг, Бавари, герман) — австри çыравçи-экспрессионисчĕ, драматург, куçаруçă тата банкир. Пур тĕнчери чаплăха вăл «Голем» ĕçĕпе тухнă, çак раман ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш бестселлĕрĕсенчен пĕри шутланать. Майринк, Кафка тата Перуц çыравçисемпе пĕрле Прагăнлитература шкулне чапа кăларать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ачалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Густав Майринк 1868 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Венăрара çуралнă. Унăн ашшĕ — Карл Варнбюллера фон Хемминген патшалăх министрĕ, амăшĕ — Мария Вильгельмина Адельхайд Майер актриса, анчах та вĕсем мăшăрланман пулнă. 1919 çулта Майринк паллă çыравçă пулса тăрсан, Варнбюллерсем ăна çемье хушаматне илме йăлăннă, анчах та Густав сăпайлăн çакна йышăнман. Утмăл çул маларах, çав кунах, тепĕр мистика авторĕ, Эдгар Аллан По американ, çуралнă. Майринкăн австри литературинчи вырăнĕ американ литературинчи По çыравçăн пекех.
Амăшĕ актриса пулнă май театр тĕнче касса нумай çӳренĕ, çавăнпа пулас çыравçăн ачалăхĕпе яшлăхĕ гастрольсенче иртнĕ. Вăл Мюнхенре, Гамбургра тата Прагăра гимназире пĕлӳ пухнă. Литература тĕпчевçисемпе Майринк биографĕсем амăшĕ ывăлне сивлек йышăннă, амăшĕн ăшшине парайман теççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хăшпĕр тёпчевçĕсен шухăшĕпе, вамп- тата демон- хĕрарăм сăнарĕсене ырлă çынсенчен лайăхрах хайланă. 1883 çулта прага пурнăç тапхăрĕ пуçланать.
Прага тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1889 çулта Кристиан Моргенштерн тăванĕн ывăлĕпе Майринк «Майерпе Моргенштерн» сутă-илӳ банкне никĕсленĕ, пĕр хушă çак банк ăнăçлă ĕçленĕ. Банкир ĕç-пуçĕпе çав тери тăрмашса, Майринк Прагăра великосветскую жизнь. Пĕррехинче вăл хăйне саккунсăр çуралнă тесе вырăнла мар систерсе каланăшăн темле офицерпе те ырала тухнă. Çав, уншăн 1892 çултах Майринк Едвига Мария Цертль хĕре качча илет — анчах та мăшăрланнă пирки тӳрех ӳкĕнме тытăннă, анчах та арăмĕ уйрăлма килĕшменнине пула 1905 çулченех тӳснĕ.
1902 çулта Майринка тухатмăша банк ĕçĕнче усă курнă тесе айăпланă хут прага полицине çитнĕ. Вара ăна аресленĕ те иккĕ уйăх çурă тĕрмере ларнă, пуçилӳ ĕçĕ арканса кайнă. Çапах та çак пăтăрмах унăн ĕçĕсене сиенленĕ те вăл банкпа урăх хăтланман. Тĕрмере ларса курни ăна «Голем» романа çырнă чухне питĕ пулăшнă.
Паллăлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1915 çулта Майринкăн пĕрремĕш, чи паллă романĕ, «Голем», пичетленсе тухать. Романри сюжет — иудей раввинĕ пирки халап, тăмран Голем ятлă чĕрчуна тăвать те каббала тухатмăшĕпе чун кĕртет. Романа питĕ хавас йышăнаççĕ. Кĕçех романа иккĕ хутчен экран çине кăларнă. 1916 çулта тепĕр кĕнеке — «Летучие мыши» калавсен пухмачĕ, çаплах иккĕмĕш роман — «Симĕс сăн» пичетленет. «Симĕс сăнăн» 40 000 тата «Големăн» 100 000 экземплярне сутнă. 1917 çулта Майринкăн виççĕмĕш романĕ — «Вальпурги каçĕ» — кун çути курать.
1920 çулта Майринкăн финансă ĕçĕсем самаях хăпарнă, вăл вара Штарнбергра вилла туянма пултарнă. Кĕçех виллăна «Голем» романĕнчи пекех «Юлашки хунар патĕнчи çурт» теме тытăнаççĕ. Кунта Майринк çемьи саккăр çул пурăннă, тепĕр иккĕ роман — «Шурă доминикан» тата «Анăç чӳречери пирĕшти» — хайланă.
Вилĕм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1932 çулхи хĕлле, йĕлтĕрпе ярăнса Майринк ывăлĕ, Фортунат, çурăм шăммине хытă амантать. Вара унăн юлашки кунсене инвалид коляскинче иртерме тивет. Çакăнпа çырлахма пултараймасăр, 1932 çулхи çĕртмен 12-мĕшĕнче, 24 çулти каччă хăй çине алă хурать. Ашшĕ çут тĕнчере ывăлĕнчен çур çул кăна ытлрах пурăнать. Вăл 1932 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче Баваринче, Штарнберг хулинче, куçне ĕмĕрлĕхех хупать. Майринк вил тăпри штарнберг çăвинче, ывăлĕнпе юнашар.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Хĕрӳ салтак» (Der heiße Soldat, 1903)
- «Орхидейсем: Тĕлĕнмелле калавсем» (Orchideen. Sonderbare Geschichten, 1904)
- «Ăвăс кĕлеткисен ятарлă пӳлĕмĕ» (Wachsfigurenkabinett, 1907)
- «Нимĕç обывателĕн асам мăйраки» (Des deutschen Spießers Wunderhorn, 1909)
- «Лиловая (?) вилĕмĕ» тата урăх калавсем (Der violette Tod und andere Novellen, 1913)
- «Голем» (Der Golem, 1914)
- «Симĕс сăн пичĕ» (Das grüne Gesicht, 1916)
- «Вальпурги каçĕ» (Walpurgisnacht, 1917)
- «Шурă доминикан çынни» (Der weiße Dominikaner, 1921)
- «Анăç чӳрече пирĕшти» (Der Engel vom westlichen Fenster, 1927)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Майринк Густав Максим Мошков вулавăшĕнче
- Густав Майринк Альдебаран вулавăшĕнче 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Finis Mundi Александр Дугинăн радиоперформансĕ — Густав Майринк: Дыхание костей 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Майк Митчелл ОККУЛЬТИЗМ Глава из книги «VIVO. Жизнь Густава Майринка»