Майя Лоцманова

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Майя Лоцманова

Майя Андреевна Лоцманова 1981 çулхи çу уйăхĕн 10 мĕшĕнче çуралнă. Пултаруллă çын Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ялĕнчи шкулта ташă ăсти пулса ĕçлет. Хăйĕн ашшĕ çулнех çуйланă. Ашшĕ - Андрей Федиевич Николаев - культура ĕçченĕ, Ярапайкасси культура çурчĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ, 1991 çулхи раштав уйăхĕнче сарăмсăр вилнĕ. Пултаруллă ертÿçĕ хăй вăхăтĕнче Ярапайкассии культура çуртĕнче вокалпа инструмени ансамбльне йĕркелеме пуçланăччĕ. Шел, пуçланă ĕçе вĕçне çитереймен. Нумай вăхăт хушши Ярапайкассинчи "Екрем" юрăпа ташă халăх ансамблĕн ĕçĕ-хĕлне хутшăнать. Халăх ансамблĕн ятне вăл 1998 çулхи çу уйăхĕнче ЧР культура тата национальноçсен министерствин 01-10/85 № хушăвĕпе илет. Майя Андреевна 2001 çулта Чăваш Республикин культура училищине вĕренсе тухнă хыççăн ташă асталăхне ачасене вĕрентме пуçлать.