Мари театрĕн çуралнă кунĕ — 1919 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕ, çак кун Тыныш Осып (Борисов И. А. 1893—1971) хайланă «Закон шумлык» (Саккуна пула) пьесипе А. Д. Белковпа (1899—1981) И. П. Беляев (Ошламучаш Йыван, 1891—1937) вĕрентӳçĕ-энтузиастсем чӳкĕн 1-мĕшĕнче Мари халăхĕн куçăм совет театрĕнче спектакль лартнă.
Мари театрĕн кун-çулĕ иккĕ пайран тытăнса тăрать: малтанхи вĕренӳ тапхăрĕ (1919—1929) тата 1929 çулта тапраса паянкуна пыракан профессиллĕ тапхăрĕ. 1929 çулхи юпан 23-мĕшĕнче Мари мусăк-драма ӳнер студинчен (илемлĕ пултарулăх ертӳçи — Нуам Календр режиссёр) пĕрремĕш ăстасем вĕренсе тухаççĕ. 15 профессиллĕ актёр 1929 çулхи юпа уйăхĕнче Мари патшалăх драма театрĕн шăнăрĕ пулса тăраççĕ. Вĕсем шушшинче А. Страусова, Г. Пушкин, А. Филиппова, В. Якшов, П. Смирнова, П. Тойдемар, çаплах каярах мари халăхĕн пĕрремĕш режиссёр-профессионал шайне хăпарнă А. Маюк-Егоров пулнă.
Марийский государственный драматический театр им. М. Шкетана. Фотоальбом / Сост. С. И. Иванов. — Йошкар-Ола: Марийское книжное издательство, 1969. — 3000 экз.
М. А. Георгина Марийский драматический театр. Страницы истории (1917—1978). — Йошкар-Ола: МарНИИЯЛИ им. В. М. Васильева, 1979. — 1500 экз.