Марс (халаплăх)
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Марс (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Марс (лат. Mārs < ав.-лат. Māvors, ӗлӗкхи вокатив Mārmār; тата лат. Mārspiter е уйрӑммӑн Mārs pater «Марс-атте»; сабинсен чӗлхинче Māmers). Рим тӗнӗнче Марс — Италипе Римӑн чи авалхи туррисенчен пӗри, чи малтан рим пантеонне ертсе пынӑ виҫӗ турӑ (Юпитер, Марс и Квирин) йышне кӗнӗ. Вăрçă турри.
Ромулӑн ашшӗ, Римӑн кил тӗпӗ тата сыхлавҫи пулать.
Ку турӑ ячӗпе Хӗвел системине кӗрекен, Хӗвелтен тӑваттӑмӗш вырӑнта тӑракан планетине Марс тесе ят панӑ.
Грек халаплӑхӗнче Арес унпа пӗр тана кӗрет.
Рим турри
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чи малтан Римӑн йӑх тӗппи тата сыхлавҫи шутланнӑ. веста хĕрĕ Рея Сильвия Марсран Ромулпа Рем йӗкӗрешсене ҫуратнӑ шутланнӑ. Ромулӑн ашшӗ пулса, Марс Римӑн йӑх тӗппи тата сыхлавҫи пулнӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Марс / Е. М. Штаерман // Мифы народов мира : Энцикл. в 2 т. / гл. ред. С. А. Токарев. — 2-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1988. — Т. 2 : К—Я. — С. 119—120.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Марс на greekroman.ru 2020 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.