Контент патне куҫ

Маруся Климова

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Климова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Маруся Климова
Çуралнă чухнехи ят: Кондратович Татьяна Николаевна
Суя ятсем: Маруся Климова
Çуралнă вăхăт: 1961, кăрлач, 14
Çуралнă вырăн: Ленинград, РСФСР, ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: XX, XXI ĕмĕрсенчи Раççей çыравçи, тăлмач
Тĕлĕ: андеграунд, постмодернизм
Дебют: "Голубая кровь" романа 1991 çулта хайланă, 1996 çулта 100 экземпляр тиража пичетленĕ
Чыславсем: Ӳнерсен тата литература орденĕн кавалерĕ

Татьяна Николаевна Кондратович (14.01.1961, Ленинград, РСФСР, ССРП çур.), Мару́ся Кли́мова псевдонимпе паллăрахскер — вырăс çыравçи, тăлмач.

Ленинградра 1961 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче инçе çӳрев капитан (каярах Макаров адмирал ячĕллĕ тинĕс академин проректорĕ тата Тинĕсфлочĕн Никарагуари элчи) килйышĕнче çуралнă.

ЛПУ филологи факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Университет хыççăн ССРП регистрĕнче тăлмач вырăнĕнче ĕçленĕ, анчах та тепĕртакран эстетикăри нонконформизм идейисене ăша илсессĕн хăйĕн университет дипломне тĕптунă та темиçе çул хушши хутран-ситрен шалусемпе кăна пурăннă, уборщица тата санитарка пулса ĕçленĕ. Диплома çĕнĕрен туса илсен «Исаак соборĕн» музейĕнче ăслăх ĕçлевçи пулса тăрăшнă.

«Исаак соборĕ» музейĕнче ĕçлекенсен забастовкине экскурсисенче атеизим пропагандине пăрахăçлама чĕнсе каламашкăн тăвасшăн пулнишĕң тата çакăн хыççăн хаçатсенче публикациленĕшĕн («Не хочу быть атеистом по приказу» (Смена, 28.04.1990), «Запрет на профессию» (Литератор, 9.02.1990)) Климова Марусьăна премисенчен, ют чĕлхе пĕлнĕшĕн хушма шалăвран хăтарнă, ютçĕр турисчĕсемпе ĕçлеме чарнă та 1990 çулхи ака уйăхĕнче музейĕн ăслăх уйрăмĕнчен ĕçрен кăларса янă.

1980-мĕш çулсенче Ленинградри андеграунд культурипе çыхăнса кайнă, 1990-мĕш çулсенче Парисре пурăннă.

Люсетт Детуш, Франсуа Жибо, Маруся Климова, 1995, Медон

Библиографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1996 — «Голубая кровь»
  • 1998 — «Домик в Буа-Коломб»
  • 1999 — «Морские рассказы»
  • 2000 — «Селин в России»
  • 2001 — «Белокурые бестии»
  • 2004 — «Моя история русской литературы»
    • 2014 çулхи кăларăмра: «Моя антиистория русской литературы»
  • 2004 — «Парижские встречи»
  • 2009 — «Моя теория литературы»
  • 2012 — «Портрет художницы в юности»
  • 2013 — «Безумная мгла»
  • 2014 — «Моя антиистория русской литературы»
  • 2016 — «Профиль Гельдерлина на ноге английского поэта»
  • 2019 — «Холод и отчуждение»
  • 2021 --- «за Границей»

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]