Математикăлла индукци

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Математикăлла индукци — математикăлла ĕнентерĕвĕн меслечĕ, ăна натураллă хисепсене пырса тивекен каланăлăхсен чăнлăхне кăтартма усă кураççĕ. Ку тĕллевпе малтан номерлĕ каланăлăхăн — индукцин бази (базисĕ) текенскерĕн — чăнлăхне палăртаççĕ, кайран вара, номерлĕ каланăлăх тĕрĕс пулсан, малалли номерлĕ каланăлăх та тĕрĕссине кăтартаççĕ — çакна индукци утăмĕ е индукцилле куçăм теççĕ.

Çак меслетпе ĕнентернине сăнарлăн домино принципĕ урлă кăтартса пама пулать. Калăпăр, доминон шăммисене пĕр рете вырнаçтарса тухнă пултăр: пĕри тÿнсен, унпа юнашарри те тÿнет (çакă пулать те ĕнтĕ индукцилле куçăм). Çапла вара, пĕрремĕш шăмма (вăл — индукци бази) тÿнтерсен, ытти мĕнпур шăмăсем те йĕркипе ÿкеççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • А. Шень. Математическая индукция. — МЦНМО, 2004. — 36 с.
  • Н. Я. Виленкин. Индукция. Комбинаторика. — Пособие для учителей. — М.: Просвещение, 1976. — 48 с.
  • Л. И. Головина, И. М. Яглом. Индукция в геометрии. — Физматгиз, 1961. — Т. 21. — 100 с. — (Популярные лекции по математике).
  • Р. Курант, Г. Роббинс. Глава I, § 2 // Что такое математика?
  • И. С. Соминский. Метод математической индукции. — Наука, 1965. — Т. 3. — 58 с. — (Популярные лекции по математике).

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Видео математикăлла индукци тĕлĕшпе