Медичи парни
Курӑнакан калӑплав
Медичи парни (фр. Prix Médicis) — 1958 ҫулта Францире туса хунӑ литература парни. Парнен никӗслевҫи, драматург, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ Жан-Пьер Жироду шучӗ тӑрӑх, Гонкурсен парни тата Франци академийӗн Гран-при авангардлӑ ҫыравҫӗсене лекменни тӗрӗс мар.
Чи малтанах Медичи парни «ҫӗнӗ роман» шкулӗн пайташӗсене шута илес тӗллевлӗ пулнӑ. Каярах авторсене анлӑрах уйӑрса илме пуҫланӑ, анчах парнине тивӗҫтересси ним улшӑнусӑр юлнӑ: ӑна «вулакансен хушшинчи ячӗ анлӑ сарӑлман роман е калав авторне, анчах унӑн хӑйнеевӗр талант пуррине ним иккеленмелли те ҫук» тесе йышӑннине параҫҫӗ.
1970 ҫултан Медичи парнине тата чи лайӑх ютҫӗршыв хайлавне, 1985 ҫултан — эссе ҫыракансене те салатса пама тытӑннӑ.