Контент патне куҫ

Мерелле

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ачасем мерелле выляççĕ

Мереллеача-пăча вăййи.

Вариантсем нумай пулин те, вăййа çапла ăнлантарса пама пулать. Икĕ тĕрлĕ патак усă кураççĕ: вăрăмрах та сулмакки тата кĕски. Кĕскине «мере» теççĕ, çăвăнпа вăййа та «мерелле» ят панă.

Пĕр-пĕр пысăк лаптăкра йĕрлесе пĕчĕк тăваткал лаптăк ÿкреççĕ. Ун варринче — пĕчĕк шăтăк. Çав шăтăка мере текен пĕчĕк патака чиксе хураççĕ. Выляканни çав пĕчĕк патака (мерене) пысăк патакпа çапса хăпартать те, ăна çав патакпах çÿлтен çапса аяккалла катертет. Айккинчен тăракан ачасенчен кам та пулсан мерене тытма пултарайсан, вăл хай çапса яраканнин вырăнне йышăнать. Мере çĕре ÿксен, ун пателле пурте чупаççĕ. Енчен те çапаканни хăй маларах çитсен, вăл каллех унпа хуçа: çав тĕлтен çав меслетпех малалла катертет.

Урăххи маларах чупса çитсен, вăл вара мерене малтанхи пĕчĕк шăтăклă пĕчĕк лаптăк патне ывăтса çитерме тăрашать. Ывăтса çитерейсен, вăл пысăк патакăн «хуçи» пулса тăрать. Тата ытти те, тата ытти те... Малалла та вăйă çавăн пек тăсăлать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Бурцев А. Е. Детские игры и забавы: VII. Чирга или чижик // Полное собрание этнографических трудов. — СПб.: [б. и.], 1911. — Т. VII. — С. 236—237. — 273 с.
  • Глязер С. В. Ларчик с играми. — М.: Детская литература, 1975. — 250 с. — (Библиотечка пионера «Знай и умей»). — С 90-94

Сахаров И. П. Русские народные игры: 16. Чижик // Сказания русского народа. — Изд. 3-е. — СПб.: Тип. Сахарова, 1841. — Т. 1. — С. 80 (2-й пагинации).

  • Чиж // Толковый словарь живого великорусского языка : в 4 т. / авт.-сост. В. И. Даль. — 2-е изд. — СПб. : Типография М. О. Вольфа, 1880—1882.