Микробсен интеллекчĕ
Микроб интеллекчĕ (феномена çаплах бактериллĕ интеллект теççĕ) — микроорганизмсен тыткаларăшĕн хăшпĕр аспекчĕсене интеллект евĕрлĕ пăхса тĕпчекен концепци.
Микробсен интеллекчĕн тĕслĕхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бактерисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бактериллĕ биоçурхахсем пин е миллион клеткăсен коллектив тыткаларăшĕпе пулса тăраççĕ.
- Bacillus subtilis-рен тунă биоçурхахсем, электросигналсене (ионсене куçарни) ӳснĕ чухне, çурхахăн чи шалти клеткисем ан выçчĕр тесе синхронизацилеме ускураççĕ.
- Апат-çимĕç стресĕ чухне бактери колонисем çимелли япалалăхсемпе тивĕçтерессине максимума çити хăпартма пултараççĕ.
- Бактерисем антибиотиксем хистенипе реорганизациленĕççĕ.
- Бактерисем генсемпе (антибиотиксемпе резистентлĕ пулмашкăн кодировка тăвакан генсем пек) хутăш тĕссен колонисен пайташĕсем хушшинче ылмашăнма пултараççĕ.
Кăткăс клеткăсем, ансатраххисем е шыв курăкĕсем, улшăнакан йĕритавралăхра хăйехйĕркеленеслĕхĕнче чаплă пултарулăхне кăтартаççĕ[1]. Амёбăсем раковина тунă чухне тĕрлĕ хутлăхра пурăнса, çак хутлăха манипуляцилесе хăйсен кăткăс, нумай клеткăллă организмсен çеç тĕл пулакан пултарулăхне кăтартаççĕ.
Иçмасса бактерисем популяци евĕрлĕ çав териех “шӗвӗркке” тыткаларăша кăтартма пултараççĕ. Çакнашкал тыткаларăша пĕр тĕслĕ популяцисенче е хутăш тĕслĕ популяцисенче курма пулать. Тĕслĕхсем — колонисем е миксобактерисен «кĕтĕвĕ», кворум туйăмлăхĕ тата биоçурхахсем[2].
Бактерисен колонийĕ биологири нейронсен тетелне нӳреммĕн иммитацилет, тесе шухăшланă. Бактерисем кĕрекен панисене хими сигналĕсем пек йышăнма, шутлавласа илме пултараççĕ, çакăн хыççăн колонири ытти бактерисене пĕлтермешкĕн кăларакан хими япалалăхĕсене тума пултараççĕ.
Бактерисен коммуникацине тата хăйех-йĕркеленеслĕхне тетеллĕ теори контексчĕ енчен Тель-Авив университетĕнчи Эшель Бен-Якоб ертӳçĕн ăсчахсен ушкăнĕ тĕпченĕ, бактериллĕ колони валли фрактал евĕр модельне шутласа кăларнă, колонири пурнăç циклĕн чĕлхе тата социум моделĕсене туса палăртнă.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Ford, Brian J. (2004). «Are Cells Ingenious?». Microscope 52 (3/4): 135–144.
- ^ Scott Chimileski [1]. — Cambridge, Massachusetts: Harvard University Press, 2017. — ISBN 9780674975910