Контент патне куҫ

Микульский Станислав

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Микульский хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Станислав Микульский
Stanisław Mikulski
Çуралнă вăхăт Çу, 1, 1929
Çуралнă вырăн Лодзь, Польша
Вилнĕ вăхăт 2014 çулхи чӳк, 27-мĕшĕ(2014-11-27)[1][2] (85 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх Польша
Професси Актёр
Карьера 1951 — халĕ те
Чыславсемпе парнесем
IMDb ID 0586725
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Стани́слав Мику́льский (пол. Stanisław Mikulski) — театрпа кино поляк актёрĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Станислав Микульский 1929 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Лодзь хулинче (Польша) çуралнă. Кинора 1951 çултанпа, пĕрремĕш ĕçĕ — «Пĕрремĕш старт» фильмра.

Пĕрремĕш пысăк рольне «Канал» фильмра сăнарланă. 60-мĕш çулсенче «Ставка больше чем жизнь» сериалти Ганс Клосс разведчик ролĕ хыççăн чапа тухнă.

Польшăра вăл нумай фильмра тăрăшнă, çаплах ютçĕр режиссёрĕсемпе те, сăмахран Юрий Озеровпа «Освобождение» тата «Солдаты свободы» киноэпопейăсенче ĕçленĕ.

Чылай хушă Колобжегри салтак юррин фестивалĕн ертӳçи пулса тăрăшнă, хăйĕ те çак фестивальте юрă шăрантарнă. Çитмĕлмĕш çулсенче — ППРП ТК пайташĕ, каярахпа 1983 çулта ăна Поляк-совет туслăх Ассоциацийĕн Наци Канашне суйланă.

1988—1990 çулсенче Польшăн Мускаври Элчелĕхĕ çумĕнчи поляксен культура центрĕн директорĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1995—1998 çулсенче TVP2 поляк каналĕнче «Фортуна кустăрми» выляв шоуне ертсе пынă.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Stanisław Mikulski // Internetowy Polski Słownik Biograficzny (польск.)
  2. ^ Архив изобразительного искусства — 2003.