Миниатюрк
Курӑнакан калӑплав
Миниатюрк (тур. Miniatürk) — Турцири Стамбул хулин Сютлюдже пайӗнче Ылтӑн Мӑйрака ҫыранӗнче вырнаҫнӑ миниатюрасен паркӗ. 6 га ытла парк лаптӑкӗнче Турцин тата ытти ҫӗршывсен 1:25 хут пӗчӗклетнӗ архитектура моделӗсене туса лартнӑ. Тата паркра пӗчӗк ҫех чукун ҫул, куҫса ҫӳрекен транспорт хатӗрӗсен автомагистралӗ ӗҫлеҫҫӗ, самолетсен моделӗсемлӗ аэропорт пур, шыв ҫулӗсемпе ҫӳрекен карапсем тата пиншер ҫын кӗлеткисем туса лартнӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Официальный сайт
- Миниатюрк на сайте Викимапии