Мишель Пфайффер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мишель Пфайффер хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Мишель Пфайффер
акăл. Michelle Pfeiffer
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Мишель Мари Пфайффер
Çуралнă вăхăт: 1958, ака, 29
Çуралнă вырăн: Санта-Ана, Калифорни, АПШ
Гражданлăх: АПШ
Професси: XX, XXI ĕмĕрсенчи АПШ театр, телекурав актриси
Карьера: 1978 — х.в.
Чыславсемпе парнесем: «Ылтăн глобус» (1990)
BAFTA (1990)
«Кĕмĕл упа» (1993)

Мише́ль Мари́ Пфа́йффер (акăл. Michelle Marie Pfeiffer; 29.4.1958, Санта-Ана, Калифорни, АПШ çур.) — американ актриси тата продюсерĕ. «Ылтăн глобус» (1990)
BAFTA (1990), «Кĕмĕл упа» (1993) премисен лауреачĕ, çаплах «Оскар» тата «Эмми» премисен номинанчĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çамрăклăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пфайффер Калифорни штатĕнчи Санта-Ана хулара çуралнă. Ашшĕн нидерланд, нимĕç тата айриш кăкĕсем, амăшĕн — швед тата швейцар кăкĕсем пулнă. Килйышра çаплах Рик пиччĕшĕ (1955 çур.) тата икĕ йăмăкĕ, Диди тата Лори (1965 çур.) çитĕннĕ, вĕсем те актрисăсем. Мишель çуралсанах çемье Мидуэй-Ситине куçса кайнă, каярах Фаунтин-Вэлли хулана, унта ĕнтĕ 1976 çулта Пфайффер аслă шкулта вĕренсе тухнă.

Çакăн хыççăн хĕр пĕр вахăт хушă «Вонз» супермаркетре кассир вырăнĕнче тăрăшнă, кайран Голден Вест колледжне вĕренме кĕнĕ, унта вăл Альфа-Дельта-Пи тăванлăхĕн пайташĕ пулнă, юриспруденцие алла илнĕ, суд стенографисчĕ пулма шухăшланă. 1978 çулта Пфайффер «Мисс Орэндж» хитрелĕх конкурсĕнче çĕнтернĕ те «Мисс Калифорни» конкурса хутшăннă[1], улттăмĕш вырăна тухнă. Сцена çинче ăмăртусенче хăйне пултаруллă кăтартнă хыççăн, хăйне валли агента тара тытнă — интервьюсене çӳреме тытăннă.

1993 çулхи кăрлач уйăхĕнче Пфайффер Дэвид Э. Келли сценариста тĕлпулнă. 1993 çулхи чӳкĕн 13-мĕшĕнче мăшăрланнă. Келлипе паллашичченех Пфайффер хĕрачана усрава илес пирки процесса пуçланă, 1993 çулхи пуш уйăхĕнче Клаудия Роуз хĕрача-пепкене килйыша кĕртнĕ[2]. 1994 çулхи çурла уйăхĕнче Пфайффер Джон Генри ывăла çуратнă[2].

Карьера[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пайăр çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мишель 1981 çулта Питер Хортона качча кайнă, унпа вăл Милтон Кацеласăн актёрсен курсĕсенче паллашнă. 1988 çулта уйрăлнă[3]. 1989 - 1992 çулсенче Пфайффер Фишер Стивенпе тĕлпуллашнă[4]. Çаплах «Опасные связи» фильмри коллегипе, Джон Малковичпе, туслă пулнă[5][6].

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Michelle Pfeiffer - Biography. The Biography Channel. Тĕрĕсленĕ 17 Кӑрлач уйӑхӗн 2014.
  2. ^ 1 тата 2 Pringle, Gill. Michelle Pfeiffer: The former beauty queen is back after a five-year break (акăлч.), The Independent (2007-07-16).
  3. ^ Brown, Mick. Michelle Pfeiffer: interview (акăлч.), The Daily Telegraph (2009-04-20).
  4. ^ Lipton, Michael A. The Two Lives of Catwoman (акăлч.), People (1992-07-13).
  5. ^ Being John Malkovich (акăлч.), The Age (2003-04-26).
  6. ^ Barber, Lynn. Life and taxes (акăлч.), The Guardian (2006-07-09).

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]