Контент патне куҫ

Мормэр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мормэ́р (акăл. Mormaer) — Шотландири вăтам ĕмĕрсенчи çӳлти аристократи титулĕ.

Терминологи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтан мормэр гэл чĕлхинче тата пикто-латыньле тинĕс лорчĕ тени пулнă. Вăтам ĕмĕрсенчи латыньрен графа (comes) е херцăга (dux) пĕлтернĕ. Яланхилле, мормэр патшалăхăн провинцине е облаçне ертсе пынă. Йăла йеркипе, мормэрсем короле кăна пăхăнса тăнă, çапах та тăтăшах хăйтĕллĕ те хăтланнă.

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XI çĕрçуллăхĕнче (1100 çулччен) Шотландин çурçĕр çĕрĕсенче, мормэрсен аллинчи 6 провинци пулнă:

Шотландири мормэрсен тат король çĕрĕсем

Каярах, Шотландире 12 — 15 эткер-мормэрĕ: Ангус, Атолл, Бухан, Каррик, Файф, Леннокс, Мар, Мэрнс, Ментэйт, Морей, Росс, Стрэтхерн, çаплах мормэр Кэтнесс (Оркней графĕ), граф Данбар тата граф Сазерленд пулнă.

Пĕрремĕш мормэр титула 918 çулта Корбридж патĕнчи иккĕмĕш çапăçу пирки çырнă Ульстер анналĕсенче асăннă. Пĕрремĕш паллăха тухнă мормэр Дубакан Мак Индрехтайх, II Константин шотланд королĕн ывăлĕн Амлайб юнташĕ. Дубакан, Ангус мормэрĕ, 937 çулта Брунанбург патĕнчи çапăçура пуçне хунă.

Мормэрсен аллинчи чи пысăк облаçсенчен пĕри, Морей шутланнă, влаç тытаканĕсем темиçе хутчен те çĕршыври çӳлти влаçа хапсăннă. 1040 çулта Шотланди королĕ астулне Морей мормэрĕ Макбет йышăннă.