Мэн чĕлхи
Мэ́нский (Gaelg или Gailck, акӑл. Manx (Gaelic)) — кельт чĕлхисенчен пĕри, Мэн утравĕнче сарăлнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ирландецсем Мэн утравне куçса пырни пирĕн эрăн IV—V ĕмĕрĕсене кĕрет; унчен унта бриттсем пурăннă. Мэн çинче ирланд е шотланд литература традицийĕнчен уйрăм литература традицийĕ вăрăм вăхăт хушши пулман. Мэн чĕлхи уйрăм чĕлхе пек XVII ĕмĕртен кăна палăрать, мĕншĕн тесен çĕнĕ орфографи кĕртнĕ. XVII тата XVIII ĕмĕрсенче Библине тата англикансен кĕлĕ кĕнекине мэн чĕлхи çине куçарнă.
Лингвистика енчен пахалани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Алфавичĕпе орфографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мэн чĕлхин орфографийĕ ирланд тата шотланд орфографийĕсенчен питĕ урăхла — вăл акăлчан орфографийĕ çинче никĕсленет. Валли орфографийĕ те паллă витĕм кӳнĕ: çавăнпа w тата y саспаллисем нумай. Орфографие валли çынни пулнă епископ Филипс кĕртнĕ тесе шутлаççĕ, анчах Шотландире те çавнашкал системăсемпе усă курнă.