Нальмэс (ансамбль)
Патшалăхăн академиллĕ «Вайнах» ташă ансамблĕ | |
Тĕп информаци | |
---|---|
Жанр | адыг халăх ташши |
Çулсем | 1936 — х. в. |
Патшалăхсем | ССРП → РФ |
Йĕркеленнĕ вырăн | Майкоп |
Чĕлхе | адыг |
Ертӳç | Аслан Хаджаев |
Йыш | Аминат Хатит, Анжелика Хакуй, Схатбий Берзегов, Нафисет Ашинова, Диана Едыдж, Гушау Едыдж, Нуриет Чундышко, Батурай Шагудж. |
Чыславсем тата премисем | |
нальмэс.рф(выр.) |
Патшалăхăн Адыгея халăх ташă «Нальмэс» академи ансамблĕ (адыг. налмэс — «алмаз») — Адыгея Республикин артистсен коллективĕ.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ансамбльте 70 яхăн çын ĕçлет, вĕсен хушшинче: Аминат Хатит, Анжелика Хакуй, Схатбий Берзегов, Нафисет Ашинова, Диана Едыдж, Гушау Едыдж, Нуриет Чундышко, Батурай Шагудж.
Ертӳçĕ пулнăскерсем: Хаджи-Смел Варзиев, Азмет Басте, Айдамир Наниз, Мухамед Кулов.
Халĕ пултарулăх ертӳçи/тĕп балетмейстер — Аслан Хаджаев, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ, Адыгея Республикин халăх артисчĕ, Кубань тава тивĕçлĕ артисчĕ, Абхази Республикин тав тивĕçлĕ артисчĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ансамбле 1936 çулта йĕркеленĕ. Пĕрремĕш ӳнер ертӳçи Шабан Кубов, композитор, поэт тата фольклорист, пулнă. Ансамбль репертуарĕнче — адыг халăхĕн юррисем: «Адыиф», «Айдемиркан», «Ощнау патĕнчи çапăçу», «Гошэгъэгъ», «Коджебердоко Магамет», «Бжедугсен пăлхавĕ çинчен юрлани», «Сэрмафэ», «Хатхе Кочас», «Хатх Магамет гуаз», çаплах Совет влаçĕ тапхăрĕнче хайланисем.
Ансамбль темиçе хутчен те ют çĕршывсене гастроле тухса çӳренĕ[1][2][3].
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче ансамбльти арçынсем фронта тухса кайнă.
1957 çулта ансамбль Мускавра, адыг халăхĕсем Раççей йышне кĕни 400 çул юбилейне халалланă Адыгея тата Карачай-Черкес автономиллĕ облаçсен литературăпа ӳнер декадине хутшăннă[4].
Мускавра 1996 çулта Адыгея культурин кунĕнче Патшалăхăн Кремль Дворецĕн тата Пĕрлешӳсен çурчĕн колоннăллă залĕн сценисем çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă[4]. Çакăн хыççăн ансамбле «академиллĕ» статусне куçарнă[5].
2007 çулта ансамбль «Кремль шурăмпуçĕ» фестивале хутшăннă.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1978 — Пĕтĕм Раççейри юрăпа ташă ансамблĕсен конкурсĕн дипломанчĕ
- 1991 — Пĕтĕм тĕнчери 1-мĕш адыг культурин фестивалĕн лауреачĕ (Нальчик)
- 1996 — «Адыгея мухтавĕ» медаль[4]
- 2016 — III степеньлĕ «Чыс тата Мухтав» орденĕ (Абхази)[4]
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бешкок М. М. Танцевальная культура адыгов с древних времен до наших дней. — Майкоп: ГУРИПП «Адыгея», 2000. — ISBN 5-7992-0101-9
- Нурбый ЕмтIылъ «Налмэсым» имэфэкI зыфегъэхьазыры // Адыгэ макъ : газета. — 2021.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Варава Дарья Государственный академический ансамбль народного танца «Нальмэс» отправился в гастрольный тур по городам Китая // Советская Адыгея : газета. — 2017.
- ^ Ансамбль народного танца Адыгеи «Нальмэс» представит Россию на Королевском фестивале военных оркестров // Советская Адыгея : газета. — 2018.
- ^ «Нальмэс» станет «гвоздём» фестиваля адыгской культуры в Израиле // Аргументы и факты — Адыгея : газета. — 2018.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 История(ĕçлемен каçă) // ГААНТА «Нальмэс»
- ^ «Нальмэс» воссоздал танец анатолийских черкесов 150-летней давности // Советская Адыгея : газета. — 2017.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Нальмэс». Истоки рождения // livejournal.com