Намиб-Науклуфт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Намиб-НауклуфтНамибири наци паркӗ, Намиб пушхирӗпе Науклуфт ту хырҫин пысӑк пайне ярса илет. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 49 768 км², ҫапла май вӑл Намибин чи пысӑк наци паркӗ шутланать, тӗнчере ку виҫепе 4-мӗш вырӑн йышӑнать[1]. Паркӑн чи паллӑ вырӑнӗ — Соссусфлей тӑмлӑ плато. Фаунӑна илес пулсан кунта ҫӗленсен, гекконсен нумай тӗсӗсем, тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ, гиенӑсем, орикссем, шакалсем, антилопӑсен тӗрлӗ тӗсӗсем пур. Нӳрӗкӗн ытларах пайӗ тӗтре евӗр ӳкет, нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен вӑтамран 106 мм нӳрӗк ӳкет. Парка 1907 ҫулта никӗсленӗ, ун чухне нимӗҫ колони администрацийӗ Свакоппа Кейсеб юханшывӗсем хушшинчи ҫӗрсене упрамалли йышне кӗрекенсем тесе пӗлтернӗ. Паркӑн хальхи чиккисене 1978 ҫулта палӑртнӑ.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Намиби ҫыран хӗррипе 1570 ҫухрӑм тӑршшӗ тӑсӑлать, кӑнтӑр енчен Оранжевӑй юханшывран пуҫланать те ҫурҫӗр енче Кунене юханшыв таран сарӑлса выртать. Чи ансӑр вырӑнта сарлакӑшӗ 25 ҫухрӑма ҫитет, чи сарлака вырӑнта — 180 ҫухрӑма.

Соссусфлей[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Плато Намиб пушхирӗн варринче вырнаҫнӑ. Ку тӑрӑх ячӗн этимологийӗ икӗ сӑмахран йӗркеленӗ: sossus, куҫарсассӑн вӑл «шыв пухмалли вырӑн» тенине пӗлтерет, тата vlei — ҫумӑр сезонӗнче шывпа тулнӑ тарӑнах мар кӳлӗ. Ҫумӑрлӑ тапхӑр иртнӗ хыҫҫӑн ҫак путӑксенче шыв тата темиҫе уйӑх упранать. Плато — хӑйӑр кӗрчӗсен тӑрӑхӗ, вӑл 90% яхӑн кварц хӑйӑрӗнчен тӑрать. Хӑшӗ-пӗри ҫинче тӗксӗмрех хӗрлӗ-хура тӗслӗ хӑйӑрлӑ вырӑнсем палӑраҫҫӗ. Хӑйӑр кунта Тухӑҫри Намибин тӗп пайӗнчен вӗрекен ҫилсене пула вӗҫсе тулать. Хӑшпӗр хӑйӑр пӗрчисем тимӗр тутӑхӗпе витӗннӗ, ҫапла май вӗсем хӗрлӗ тӗслӗ курӑнаҫҫӗ те. Соссусфлейӑн хӑшпӗр вырӑнӗсенче икӗ тӗслӗ хӗрлӗ-сарӑ хӑйӑр кӗрчӗсем тӗл пулаҫҫӗ.

Флорӑпа фауна[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳсен-тӑран тӗнчин чи паллӑ тӗсӗ кунта вельвичи шутланать: унӑн вулли метр хулӑнӑш, ҫӳллӗшӗ вара 10-15 сантиметр кӑна, икӗ ҫулҫӑ кӑна, вӗсен вӑрӑмӑшӗ икӗ ҫын ҫӳллӗшӗпе тан, тата вӑл вӗсене ҫӗр ҫул хушшинче пӗрре те тӑкмасть.


Ӑнлантарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Намиб-Науклуфт статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.