Наоми Уоттс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Уоттс хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Наоми Уоттс
Naomi Watts
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Наоми Эллен Уоттс
Çуралнă вырăн: Шорхэм, Кент, Англи, Аслă Британи
Професси: XX, XXI ĕм. Аслă Британи, Австрали актриси, продюсерĕ
Карьера: 1986 — хал. вăх.

Нао́ми Э́ллен Уо́ттс (акăл. Naomi Ellen Watts; 1968, авăн, 28, Шорхэм, Кент, Англи, Аслă Британи çур.) — анкăл-австрал актриси, продюсерĕ. Иккĕ хутчен «Оскар» парнине илме тăратнăскер (2004, 2013).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шорхэмре (Кент графлахĕ, Кент, Аслă Британи) 1968 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ — Питер Уоттс, 1974 çулчен Pink Floyd группăн роуд-менеджерĕ пулса ĕçленĕ, амăшĕ — Мифаннви (Мив) Робертс, авалхи япаласене сутса пурăннă. Наоми тăватă çул тултарсан, ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Хĕрача çичĕçула çитсен ашшĕ вара героинпа ытлашши аскăнса вилнĕ. Лайăхрах пурнăçшыраса миссис Уоттс икĕ ачапа (икĕ çул аслăрах пиччĕшĕ, Наоми Бенджамин, халĕ АПШ паллă фотографĕ,) Англи çĕр-шывне касса çӳренĕ, юлашкинчен вара, хăйĕн амăшĕн тăван çĕрне Австралие, Сиднее, тухса кайнă. Наоми çак тĕле 14 çула тултарнă.

Амăшĕ халăх театрĕнче вылянипе хавхаланса, Наоми та актриса ĕçĕпе хăтланма тытăннă. Актёр ăсталăхĕн шкулĕнче пĕлӳ илсен, Наоми чылай студие ĕç шыраса çӳренĕ, пĕррехинче Николь Кидмана тĕл пулнă, вĕсем халĕ те туслă. Пĕрремĕш пĕчĕк рольне Ноами 1986 çулта тухнă «Только ради любви» фильмра вылянă.

Карьера[тӳрлет | кодне тӳрлет]

18 çулта Наоми модельсен бизнесĕнче ĕçлеме Японие тухса каять. Пĕр çул хушши тăрмашнă хыççăн çак «унăн маррине» ăнлансан киле таврăнать. Çакăн хыççăн вăл мода журналĕнче корреспондент вырăнĕнче ĕçе пикенет. Пĕр хушă çапла хăтлансан ку професси унăн пулманнине ăнланса илет, чăннипе унăн ăшĕнче актриса чĕри тапнине туйса илет.

Кĕçех Уоттс «Флирт» (1991) фильмра Николь Кидманпа Тэнди Ньютонпа пĕрле, çаплах австрали мини-сериалĕнче пулас австрали çăлтăрĕпе пĕрле — Рассел Кроупа пĕчĕк рольсене вылять. «Флирт» режиссёрĕ Джон Дайган ăна хăйĕн тепĕр ӳнер ĕçне — «Çырансăр Саргас тинĕсĕ» (1992) фильма — чĕнет.

Çакăн хыççăн çамрăк актриса Лос-Анджелесе çитет. Голливудра Наоми Уоттс пĕрремĕш хăтланăвĕ — «Кăнтăрлахи сеанс» (1993). Çак роль те, 1990-мĕш çулсенче сăнарланă урăххисем те («Танкистка», «Чикан тулă ачисем 4», «Чыслă куртизанка», «Ют планета» тата ураххисем) унăн çăлтăрне çутатмаççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:«Сатурн» премийĕ чи лайăх киноактриса 2001—2020