Контент патне куҫ

Нацизмлă Германи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Совет Тĕнчери атласĕнчен (1940 çул) Нацист Германийĕн картти.

Нацизм Германийĕ е Виççĕмĕш райх (ним. Drittes Reich — «Виççĕмĕш импери») — Германи империн официаллă мар, 1934 çулхи çурлан 16-мĕшĕ1945 çулхи çăвăн 23-мĕшĕ, ячĕ.

Литературăра тата историографире Виççĕмĕш рейхе «Нацист Германийĕ», «Фашист Германийĕ» теççĕ. Юлашки терминпа ытларах совет литературинче усă кураççĕ, вăл тĕрĕс мар шутланать, мĕншĕн тесен Италири Бенито Муссолини фашист режимĕпе Китлĕр режимĕ хушшинче политка енчен те, идеологи енчен те чылай тĕрлĕлĕх пур.

Нацизм литературинче çаплах «Пинçуллă рейх» (ним. Tausendjähriges Reich) тенĕ.

Виççĕмĕш рейх Адольф Китлĕрĕн Национал-социаллă нимĕç ĕçтĕш партин влаçĕпе çыхăннă. Китлĕр Виççĕмĕш райхăн рейхсканцлер пулса ĕçленĕ.

Термин пулса тухни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Рейх

Нимĕç «рейх» (ним. Das Reich) сăмахне чăвашла патшалăх тесе те, импери тесе те куçарма пулать. «Виççĕмĕш рейх» ăнланăва национал шухăшĕсене тытса пыракан нимĕç çыравçи тата тăлмачĕ Артур Мёллер ван ден Брук кĕртнĕ, вăл 1923 çулта хăйĕн кĕнекине çак ятпа кăларнă. Мёллер ван ден Брук шухăшĕпе рейх — пĕрлĕ патшалăх, вăл мĕнпур нимĕçшĕн кил пулмалла. Çак концепципе килĕшӳллĕ, Пĕрремĕш райх — герман нацин таса Рим империйĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем тата литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Нацизм