Контент патне куҫ

Ниагара (шыв сикки)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Ниагара шыв сиккисенчен пĕри - "Такан" шыв сикки
Ниагара шыв сикки умĕнчи карап, канада енчен ӳкернĕ
Амарика шыв сикки тата «Фата» шыв сикки (сылтăмра), Канада енчен ӳкернĕ

Ниагара шыв сикки акӑл. Niagara Falls — Америкăн Çĕнĕ Йорк (штат)Çĕнĕ Йорк штачĕпе Канадăн Онтарио провинцине уйăрса тăракан Ниагара çинчи виççĕ шыв сиккин пĕрлехи ячĕ. Ниагара шыв сиккисем — такан» (акӑл. Horseshoe Falls), хăшпĕр чухне Канади шыв сикки теççĕ (акӑл. Canadian Falls), Америка шыв сикки (акӑл. American Falls) тата «Фата́» шыв сикки (акӑл. Bridal Veil Falls). Ӳкекен çӳллĕшĕ нумай пулмасан та, шыв сиккисем питĕ сарлака, шыв тăкакĕпе Çурçĕр Америкăри чи пысăкки. Ӳкекен çӳллĕшĕ 53 м, анчах аялта нумай чул выртнă май 21 м кăна курăнать. Америка шарлакĕн сарлакăшĕ 323 м, Таканăн - 792 м. Шыв такакĕ 5700 м³/с е пысăкрах[1]. Шыв сиккине курма пĕтĕм тĕнчерен нумай турист пырать, çавăнпа юнашар вырнаçнă хуласем: Ниагара-Фолс (акӑл. Niagara Falls), Нью-Йорк штачĕ, АПШ тата Ниагара-Фолс, Онтарио провинцийĕ, Канада самай аталанаççĕ. Канеада çыранĕнчен шыв сикки хитререх курăнать. Шыв сиккинчен темиçе çĕр м аяларах Ниагара урлă çăмăл машинăсемпе çуран çынсем каçмаллли çĕршывсем хушши "Асамат кĕперĕ" (акӑл. Rainbow Bridge) хывнă.

Ниагара шыв сикки космосран, 2001 ака уйăхĕ

.

Шыв сикки, йывăç çинчи гравюра, 1837 ç., Etats Unis d’Amerique by Roux de Rochelle.

Ниагара ячĕ ирокез чĕлхинчи «Onguiaahra» (Шыв кĕмсĕртетни) сăмахран пулнă. Ку вырăнта ирокĕзсен Онгиара (Ongiara) йăхĕ пурăннă. Вĕсене ытти вырăнти йăхсемпе калаçса татăлма пултарнăшăн Нейтралсем (Neutrals) тесе ят панă.

Бобби Лич Ниагара шыв сиккинчен сикнĕ хыççăн хăйĕн пичкипе, 1911

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Nagara river monthly average outflow data - Qweenston. International Niagara Board of Control - International Joint Commission. niagarafrontier.com. Тĕрĕсленĕ 21 мая 2010.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]