Кабири каçĕсем (фильм)
Кабири каçĕсем | |
Le notti di Cabiria | |
Фильм постерĕ | |
Жанр | драма |
---|---|
Режиссёр | Федерико Феллини |
Продюсер | Дино Де Лаурентис |
Сценари авторĕ |
Федерико Феллини Эннио Флайано Туллио Пинелли Пьер Паоло Пазолини Мария Молинари (роман) |
Тĕп рольсенче |
Джульетта Мазина Франсуа Перье |
Оператор | Альдо Тонти |
Композитор | Нино Рота |
Кинокомпани | Dino de Laurentiis Cinematografica, Les Films Marceau |
Тăсăлу | 110 мин. |
Патшалăх | Итали — Франци |
Çул | 1957 |
IMDb | ID 0050783 |
«Кабири каçĕсем» (итал. Le notti di Cabiria) — Федерико Феллинин рим проститутки Кабири çинчен хайланă драма, тĕп рольне режиссёр арăмĕ Джульетта Мазина сăнарланă. 1957 çулхи Канн кинофестивалĕн иккĕ парнине, çав шутра тĕп роле вылякан валли, тивĕçнĕ. «Оскар» «Çулти чи паха ютçĕр фильмĕ».
50 çул маларах çапса илнĕ пулсан та, фильм халĕ те «250 чи паха фильм, IMDb версипе» йышне кĕрет, унта 146-мĕш вырăнта тăрать.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фильмра Кабири пĕрмаях Пысăк Юрату шырать, анчах та пурнăç ăна лăскать çеç, инкек-синкек кăна кӳрет. Тĕл пулакан çынсем ăна пурĕ те усă курасшăн çеç йăпăлтатаççĕ. Шанчăка çухатнăскер, вăл Мадоннăна кĕл тăвать, пурнăçа тӳрлетме хăй валли çăлăнăç пама ӳкĕтлет.
Кĕçех Кабири кĕтнĕ Арçынпа паллашать. Вăл Оскар ятлă, бухгалтер пулса пысăк фирмăра ĕçлет, анчах та Кабирие илем пурнăç, чыслă пуласлăх парнелĕп тесе шантарать. Кабири çавăнпа питĕ хавхаланса каять, пĕр шухăшсăрах пуçа çухатса каччăна юратса пăрахать. Хăйĕн пӳртне сутса ярать, ĕмĕт çуначĕсемпе хăйĕн савни çумне вĕçсе çитет...
Шăпа — Турă çырниех ĕнтĕ — чĕрене çурсах ярать темелле: çав тери капăр ĕмĕт те арканать. Çапах пулин те Кабири кӳрентерекен çине тарăхмасть, шăпана тиркемест. ... Пурнăçран урăх ним те кĕтме пăрахнă хĕр хăйне тĕл пулакансене те, кино пăхакансене те хăйĕн çемçе куллине парнелет...
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Джульетта Мазина — Кабири (Мария Чекарелли)
- Франсуа Перье — Оскар Д'Онофрио
- Франка Марци — Ванда
- Амедео Надзари — Альберто Ладзари
- Альдо Сильвани
- Дориан Грэй — Джесси
Премисемпе номинацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]=== Премисем ===*
- 1958 - «Оскар» премийĕ
- Чи лайăх ютçĕр фильмĕ
- 1957 - Канн кинофестивалĕ
- Чи лайăх актриса - Джульетта Мазина
- Ятарлă пĕлтерӳ - Федерико Феллини
- 1957 - «David di Donatello» премийĕ
- Чи лайăх режиссер - Федерико Феллини
- Чт лайăх продюсер - Дино Де Лаурентис
- 1957 - Сан-Себастьянри кинофестиваль
- Чи лайăх актриса - Джульетта Мазина
Номинацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1959 - BAFTA парне
- Чи лайăх фильм
- Чи лайăх ютçĕр актриси - Джульетта Мазина
- 1957 - Канн кинофестивалĕ
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Кабири каçĕсем»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- ««Кабири каçĕсем»»(акăлч.) allmovie сайтĕнче
«Оскар» парни чи паха ютçĕр фильмĕшĕн |
|
---|---|
Шуша (1947) · Монсеньор Винсент (1948) · Велосипед вăрлакансем (1949) · Малапаги хӳми çумĕнче (1950) · Расёмон (1951) · Чарнă вăйăсем (1952) · Парнене паман (1953) · Тамăк хапхи (1954) · Самурай: Путь воина (1955) · Çул (1956) · Кабири каçĕсем (1957) · Манăн кукка (1958) · Хура Орфей (1959) · Хĕрупраç çăлкуçĕ (1960) Çĕнтерӳçĕсем (1947—1960) · Çĕнтерӳçĕсем (1961—1980) · Çĕнтерӳçĕсем (1981—2000) · Çĕнтерӳçĕсем (2001 — халиччен) |
Федерико Феллини фильмĕсем |
|
---|---|
1950-мĕшсем |
Варьете çутти (1950) • Шурă шейх (1952) • Ачаш ывăлсем (1953) • Хулари юрату (1953) • Çул (1954) • Мошенники (1955) • Кабири каçĕсем (1957) |
1960-мĕшсем |
Пылак пурнăç (1960) • Боккаччо-70 (1962) • Саккăр çурă (1963) • Джульетта тата чĕмсем (1965) • Три шага в бреду (1968) • Режиссёр кун кĕнеки (1969) • Сатирикон Феллини (1969) |
1970-мĕшсем |
Клоунсем (1970) • Рим (1972) • Амаркорд (1973) • Казанова Федерико Феллини (1976) • Оркестр репетицийĕ (1979) |
1980-мĕшсем | |
1990-мĕшсем |
Уйăх сасси (1990) |