Нью-Йоркри паянкун ӳнер музейĕ
Нью-Йоркри паянкун ÿнер музейĕ Museum of Modern Art | |
---|---|
![]() | |
Никĕсленĕ | 1929 Чӳк, 7 |
Вырнаçнă | ![]() |
Пыракансен шучĕ | 3 066 337 (2013) |
Директор | Гленн Д. Лоури |
www.moma.org | |
![]() |

Нью-Йоркри паянкун ÿнер музейĕ, кĕскен MoMA (акăл. Museum of Modern Art (MoMA)), Манхеттента вырнаçнă — хальхи вăхăтри ÿнерĕн тĕнчери чи пĕлтерĕшлĕ музейсенчен пĕри, çавăн пек ытти музейсен валли тĕслĕх пулса тăрать.
Пĕрлешÿллĕ Штатсен халăх нумай килсе куракан музейсенчен виççĕмĕш тата тĕнчипе 13-мĕш (2013 -мĕш çулта 3 066 337 пыракан пулнă) вырăн йышăнать. Çĕнĕ Йоркăн тĕп паха кăтартуллă вырăнĕсенчен пĕри.
МоМА кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1929-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Манхеттенти кантур çурчĕн ултă пÿлĕмне йышăнса, Рокфеллерсен кил-йышĕ пулăшнипе никĕсленнĕ. Музейăн пĕрремĕш ертÿçи ÿнер тĕпчевçи Альфред Барр пулнă.
Музей пуххинче XX-мĕш ĕмĕрĕн аслă ÿнер ăстисен чаплă хайлавĕсем — Ван Гогăн «Çăлтăрлă каç», Матиссăн «Ташă», Пикассон «Авиньон хĕрĕсем», Далин «Ăс-тăн яланлăхĕ», Брынкушин «Таврари кайăк» упранаççĕ.
Музейăн паянхи çуртне 1939 -мĕш çулта пуçланă, 1950-мĕш çç. ăна Филип Джонсон çĕнетнĕ, 1980-2000-мĕш çç. музей курав пÿлĕмĕсене темиçе хут ытларах аслатнă.
1947-мĕш çулта МоМА ертÿçисемпе «Метрополитен» музей хушшинчи килешу тытнă, ун тăрăх, вăхăт ирсе пынă çемĕн ÿнер хайлавĕсене паянкун ÿнер ĕçĕсен шайĕнчен классикалла шайя куçарма тивĕçнĕ, вара МоМА-ран «Метрополитена» куçармалла пулнă. Енчен те тепĕр ултă çултан килĕшÿне пăрахăçламан пулсан, МоМА хăйĕн пуххин чылай пысăк пайне çухататчĕ, халĕ вăл ĕçсем паянкун ÿнер «классики» пулса тăраççĕ.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Паянкун ÿнер музейĕ Викиампарта? |
---|
- Официальный сайт МоМА
- The Museum of Modern Art Online Retail Store
- Abby Aldrich Rockefeller: Patron of the modern Архивленĕ 14 Юпа уйӑхӗн 2007 çулта.
- New York Times, 2007: Donors Sweetened Director's Pay At MoMA, Prompting Questions Controversy over the compensation package of MoMA's Director, Glenn D. Lowry.
- Taniguchi and the New MOMA
- Museum Conservation Lab Renovation Архивленĕ 15 Нарӑс уйӑхӗн 2009 çулта.