Олег тата Айна
Олег тата Айна | |
лат. Oļegs un Aina | |
Фильм постерĕ | |
Режиссёр | Александр Лейманис |
---|---|
Тĕп рольсенче |
Анатолий Грачёв Лилита Озолиня |
Кинокомпани | Рига киностудийĕ, ССРП Министрсен канашĕн паттелерадио комитечĕн саккасĕпе |
Тăсăлу | 76 мин. |
Патшалăх | ССРП |
Çул | 1973 |
IMDb | ID 2395361 |
«Олег тата Айна» (лат. Oļegs un Aina) — Александр Лейманис режиссёр ССРП паттелерадио саккасĕпе Рига киностудинче 1973 çулта ӳнерленĕ илемлĕ телефильм[1][2][3].
Фильм премьери Вăта телекуравра 1973 çулта иртнĕ.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фильм Ригăри пĕр пысăк савутри ĕç-пуç пирки каласа кăтартать. Олег Щербаков фрезеровщик, ВАШ дипломне хӳтĕленĕ хыççăн, конструктор бюровĕнчи инженер ĕçне куçать. Унта вăл хăйĕн ĕçтешĕпе — савутра реорганизаци проекчĕн авторĕпе, Айнăпа — паллашать.
Çамрăксем пĕр-пĕрине кăмăллаççĕ, ĕçре пулăшаççĕ те каçхине вăхăта пĕрле ирттереççĕ. Практикăра хăйне лайăх туйнипе, Олег ăнăçлă сĕнӳсем парать, анчах та хăй суйласа илнĕ çул пирки иккĕленме тытăнать.
Кĕçех савута, продукцие кăларма пăрахмасăрах, реконструкцилеме йышăнаççĕ. Çавăнпа та çак тапхăрта цехсенче инженерсен ушкăнĕсене пуçтарма йышăннаççĕ.
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Анатолий Грачёв — Олег
- Лилита Озолиня — Айна
- Улдис Думпис — Эдуард
- Роландс Загорскис — Андрис
- Янис Грантиньш — Петерис
- Александр Боярский — Жарковский
- Эльза Радзиня — Айна амăшĕ
- Велта Лине — Олег амăшĕ
- Аквелина Ливмане — Илга
- Вайронис Яканс — Гулбис
- Улдис Лиелдиджс — савут директорĕ
- Петерис Лиепиньш — фрезеровщик
Ӳнерлекен ушкăн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сценаристсем: Александр Корин, Николай Розанцев
- Режиссёр: Александр Лейманис
- Оператор: Марис Рудзитис
- Композитор: Иварс Вигнерс
- Ӳкерçĕ: Виктор Шильдкнехт
- Аудиоператор: Анна Патрикеева
- Режиссёр: В. Озере
- 2-мĕш оператор: И. Хофманис
- Ӳкерçĕ-костюмер: Наталия Шапорина
- Ӳкерçĕ-гримёр: М. Целма
- Монтажёр: Э. Прейсс
- Редактор: И. Черевичник
- Директор: Л. Лиепиня
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Фрагмент критического материала о фильме в журнале «Советский экран», Издательство:Союз работников кинематографии СССР, 1973.
- ^ Фрагмент критической материала о начале съемок фильма режиссёром в журнале «Kinoiskusstvo Sovetskoj Latvii», Издательство: Liesma, 1989.
- ^ Фильм в латышском национальном интернет-музее «Kino Muzejs». çăлкуçран архивланă 18 Нарӑс уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 1 Нарӑс уйӑхӗн 2014.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Олег и Айна»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
Ку совет кинофильмĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |