Контент патне куҫ

Ольга Кульчынська

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ольга Кульчынська
Тулли ят Ольга Сергіївна Кульчинська
Çуралнă вăхăт 1990, утă, 12
Çуралнă вырăн Ровно, Украина ССР, ССРП
Патшалăх Украина
Профессисем опера юрăçи (сопрано)
Жанрсем опера
http://olgakulchynska.com/

Ольга Кульчынська (12.7.1990, Ровно, Украина ССР, ССРП çур.) — опера юрăçи (сопрано)[1].

2009 çулта Киеври Р.М. Глиэр ячĕллĕ мусăк институтĕнче «мусăк теорийĕ» специальнăçне алла илнĕ. Çав çултах Украинăн П.И. Чайковский ячĕллĕ наци мусăк академин вокал уйрăмне (Мария Стефюк класĕ) вĕренме кĕнĕ те 2014 çулта ăнăçлă вĕçленĕ.

Академин опера студинче Джанетта («Юрату ĕçми», Г. Доницетти) тата Графиня («Фигаро туйĕ», В. А. Моцарт) партисене юрланă. 2012 çулта ИПТ патшалăхĕсен Юрий Башметăн Львоври çамрăксен IV мусăк академинче (Светлана Нестеренко ăста лаçĕнче) ăсталăхне туптанă.

2013-14 çулсенче Большой театрăн çамрăксен опера программин артисчĕ, 2014-2017 çулсенче — опера труппин солисчĕ.

2015 çулта Цюрих оперин сцени çинче Джульетта партине («Капулети и Монтекки», В. Беллини, дирижер — Фабио Луизи, режиссер — Кристоф Лой, Ромео — Джойс ДиДонато) шăрантарнă; каярах çакăнтах Церлина («Дон Жуан», В.А. Моцарт), Адина («Юрату ĕçми», Г. Доницетти), Мюзетта («Богема», Дж. Пуччини) партисене юрланă.

2016 çулта Барселонăри Лисео театрĕнче Мюзетта партине (Джонатан Миллер лартнă «Богема», дирижерĕ — Марк Пиойе) юрланă.

2017/18 сезонĕнче Баварин патшалăх оперинче Сюзанна партине («Фигаро туйĕ», Кристоф Лой лартнă) шăрантарнă, Парисри наци оперинче пĕрремĕш хут Розина рольне («Севильский цирюльник», Дж. Россини, режиссер — Дамиано Микьелетто) сăнарланă. Мюзетта партине Нидерланд наци оперинче (Амстердам) тата Рим оперинче юрланă. Гамбургри патшалăх оперинче Памина партине («Асамлă флейта», В.А. Моцарт) шăрантарнă.

  • Сопрано (спектакль «Настройся на оперу»)
  • Марфа («Царская невеста», Н. Римский-Корсаков)
  • Герда («История Кая и Герды», С. Баневич)
  • Мюзетта («Богема» Дж. Пуччини)
  • Сюзанна («Свадьба Фигаро», В. А. Моцарт)
  • Ксения («Борис Годунов», М. Мусоргский)
  • Голос с неба («Дон Карлос», Дж. Верди)
  • Джильда («Риголетто», Дж. Верди)
  • Сопрано («Гадкий утенок», С. Прокофьев, «Байки о Лисе, Утенке и Балде» спектакль)
  • Коринна («Путешествие в Реймс», Дж. Россини, концерт)
  • Тĕнчери И. А. Алчевский ячĕллĕ вокал конкурсĕн лауреачĕ (Гран при, Харьков, 2011 ç.)
  • Тĕнчери Н. В. Лысенко ячĕллĕ конкурсĕн лауреачĕ (I преми, Киев, 2012 ç.)
  • Тĕнчери Бюль-Бюль ячĕллĕ вокал конкурсĕн лауреачĕ (III преми, Баку, 2012 ç.)
  • Тĕнчери Франсиско Виньяс ячĕллĕ вокал конкурсĕн лауреачĕ (I преми; Барселона, 2015 ç.)
  • Тĕнчери Пласидо Доминго ячĕллĕ «Опералия» вокал конкурсĕн лауреачĕ (III преми, Гвадалахара, 2016 ç.)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Большой театр 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.