Пăта

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пăтасем

Пăтаметиз, цилиндр, параллелепипед, конус, пирамида е винт формăллă пĕр енчен шĕвĕрлетнĕ, тепĕр енчен сарлакалатнă çирĕплетекен хатĕр. Тĕрлĕ йышши материалсене, нумайрах чухне йывăçа, пĕр пĕрин çумне çыхăнтарма усă кураççĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш пăтасене çутçанталăк материалĕсенчен, сăмахран пулă шăммисенчен е ӳсентрансен йĕпписенчен тунă е хытă йышши йывăçран касса кăларнă.

Пĕрремĕш металран тунă пăтасене йĕс йăхĕнче тупнă. Вĕсене туптаса е шăратнă метала формăсене ярса тунă. Каярах пăтасене пăхăр е тимĕр пралукран тума тытăннă. Библире Давид патша пăта тума тимĕр пралук илнине асăнаççĕ [1]. Археологсем йĕс пăтасене Авалхи Египетра тата ытти авалхи културăсенче тупнă. Раççей пăта ăстисем XIII ĕмĕртен асăнаççĕ[2].

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]