Пĕлĕт, пĕлĕт (юрă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пĕлĕт, пĕлĕт
Юрă
Жанр лирикăлла юрă
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Пĕлĕт, пĕлĕт — лирикăлла юрă. Халăх юрри (фольклор) шутланать, мĕншĕн тесен авторĕсем паллă мар.

Юррăн никĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юррăн сăвви пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]



 Пĕлĕт, пĕлĕт, кăвак пĕлĕт,
 Сан куçу пекех таса
 Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт
 Яланах килет аса.
 Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт
 Яланах килет аса.

 Вăййа тухрăм, эп курмарăм
 Хам юратнă савнине
 Киле кайнă чух çĕç куртăм
 Улăххипе ларнине
 Киле кайнă чух çĕç куртăм
Улăххипе ларнине

Ăна ăшшăн ыталанă
Пуçне хунă ун çине
Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç
Эпĕ иртсе кайнине
Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç
Эпĕ иртсе кайнине

Сад пахчине кĕрсе лартăм
Иккĕн ларнă сак çине
Куççуль витĕр аса илтĕм
Савни тупа тунине
Куççуль витĕр аса илтĕм
Савни тупа тунине

Хăмăш, хăмăш, ешĕл хăмăш
Ун пеки татах ÿсет
Ан йĕр атте, ан йĕр анне
Ман пекки татах ÿсет
Ан йĕр атте, ан йĕр анне
Ман пекки татах ÿсет

Атте эпĕ çуралсассăн
Хĕр çуралтăр терĕн-ши?
Инçе çула тухса кайса
Нуша куртăр терĕн-ши?
Инçе çула тухса кайса
Нуша куртăр терĕн-ши?

Анне мана çуратсассăн
Ма вăрмана кайман-ши?
Хăрăк хурăн тураттинчен
Ма çакса хăварман-ши?
Хăрăк хурăн тураттинчен
Ма çакса хăварман-ши?

http://teksti-pesenok.ru/6/Evrukov/tekst-pesni-Pelet-pelet

Янкăр кăвак пĕлĕт

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.