Юрă
Юрă — ӳнерĕн пĕр тĕсĕ; анлăн илсен, сăвăласа-кĕвĕлесе калакан хайлавсем.
Чăваш халăх сăмахлăхĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юрă – чăваш халăх сăмахлăхĕн чи вăйлă аталаннă жанрĕ. Чăваш халăх сăмахлăхне ΧVΙΙΙ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче тупса тĕпчеме тытăннă. Çапла чăваш юрри çинчен малтан 1829 çулта «Казанский вестник» хаçатра асăннă. Пĕрремĕш юрă тĕслĕхĕсене пĕр вăхăт Шупашкарта пурăннă вырăс поэчĕ Д.П. Ознобишин 1833 çулта Хĕветĕр ятлă çамрăкран çырса илнĕ. Чăвашăн юрă культури пысăк пулнине ΧΙΧ ĕмĕр варринче В.А. Сбоев палăртать. Ун хыççăн юрăсем çырса илес, пичетлес, сăнас ĕç сарăлсах пынă.
Юрăсене ушкăнлас ыйту тĕпчевçĕсене сахал мар тавлаштарнă, çапах пĕр йĕркепе ушкăнлас ыйту патне пырса тухайман. Ӗлĕкрех юрăсене йăла-йĕркепе, ĕçпе, социалла пурнăç тапхăрĕсемпе е йăлисемпе çыхăнтарнă пулсан, халĕ вара ытларах кам юрланине тĕпе хурса классификацилеççĕ. Çапла паянхи кун çакăн пек ушкăнсене палăртма пулать:
- çамрăксен юрри,
- хĕрсен юрри,
- салтак юррисем,
- ĕçкĕ-çикĕ юррисем,
- хăна юррисем,
- ĕç юррисем,
- туй юррисем,
- çăварни юррисем,
- такмаксем,
- Мăн кĕрӳ такмакĕ т.ыт.те.
Юрăсен пĕлтерĕшĕ чăваш халăх сăмахлăхĕнче питĕ пысăк. Юрăра халăхăн кун-çулĕ, йăли-йĕрки, кăмăл-туйăмĕпе шухăш-ĕмĕчĕ, савăнăçĕ сăнарланнă. Юрă этеме пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, телейшĕн кĕрешме хавхалану кӳрет.