Пĕрремĕш совет-финн вăрçи
Пĕрремĕш совет-фин вăрçи | ||||
Тĕп хирĕçӳ: Раççей çурçĕрĕнчи ютçĕр вăрçă интервенцийĕ | ||||
Вăхăт | çу, 15 1918—юпа, 14 1920 | |||
---|---|---|---|---|
Вырăн | Архангельск кĕпĕрни, Олонец кĕпĕрни, Выборг кĕпĕрни, Ладога, Эстони | |||
Улшăнусем | Анăç Карели Сестра юханшывĕ патне çити, Печенга облаçĕ, Рыбачий çурутравĕн анăç пайне тата Вăтам çурутравăн чылай пайне Финлянди аннексиленĕ. Çурçĕр Ингри Республикипе Çурçĕр Карел патшалăхне пĕтернĕ. | |||
Тăшмансем | ||||
| ||||
Çарпуçсем | ||||
| ||||
Енсен вăйĕсем | ||||
| ||||
Çухатнисем | ||||
| ||||
Раççейри граждан вăрçи çапăçăвĕсен Çурçĕрĕнчи тата Çурçĕр-Анăçĕнчи çапăçу театрĕсем |
---|
Петроградри хĕçпăшаллă октябрь пăлхав |
Шаблон:Финсен «тăванла вăрçисем»
Пĕрремĕш совет-финн вăрçи (финнсем ăна финн çыннисем ирĕклĕн тухнă экспедицисем тесе калаççĕ, heimosodat [хеймосодат]), — советсемпе финнсем хушшинче сиксе тухнă хĕçпăшаллă хирĕçӳ. Вăрçă 1918 çулхи кăрлачăн варринче финн отрячĕсем Финляндире вырнаçнă вырăс çарăн пайĕсем çине тапăннинчен пуçланнă. Официаллă ку вăрçа Финлянди 1918 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланă. Варçă пуçлани çинчен пĕлтернĕ хыççăнах Финлянди вăрçа вăйлă пикеннĕ, вырăссен Тухăç Карелине хăй аллине тытса иле пуçланă.
1920 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тартура мирлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн вăрçă вĕçленнĕ. Ку килĕшӳ тăрăх Совет Раççейĕ хăш-пĕр çĕрсене çухатнă.
Вăрçă умĕнхи тапхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тухăç Карели çырса хăварнă истори тăрăх вырăссен çĕрĕ пулнă. Малтан вăл Обонеж пятинине, каярахпа Новгород Руçĕн Вотск пятинин пайне кĕнĕ. Историн тепĕр тапхăрĕнче вăл Лоп погосчĕ шутĕнче пулнă. Мускав Руçĕ вăхăтĕнче Карели уесĕн пайне кĕнĕ. Каярахпа тата Раççей империн Олонецк тата ытти кĕпернисем шутĕнче пулнă. Çак çĕрсене тытса илес тесе вăрçă пуçланă та ĕнтĕ Финлянди.
Анăç Карели малтан Новгород Руçри Вотск пятинин карель çурри пулнă. XV ĕмĕр вĕçĕнчен пуçласа Мускав Руçĕн Карели уесне кĕнĕ. Финляндире ямьпа сумь йăхĕсем пурăннă пулсан Карелире вара карелсемпе вырăссем пурăннă. XII ĕмĕрĕн çурринчен пуçласа шведсем новгордсене кăнтĕр енчи Финляндирен хăваласа янă. Каярахпа вĕсемех темиçе хутчен Карелине хăйсен аллине илес тесе çапăçаççĕ. 1142 çулта, тĕслĕхрен, вырăссен çулçыравĕнче шведсем 60 шнек çинче Финляндин кăнтăр енне çитсе 150 новгород купсисене вĕлерни çинчен çырса хăварни пур. 1164 çулта шведсем 55 шкут çинче килсе Ладога çине тапăннă, анчах вĕсене хирĕç Святослав кнеç хирĕç тăнине пула вĕсен ĕçĕ ăнман. 1240 çулта Ульв Фасси швед ярлĕ шведсенчен, норвегсенчен, тата çавăн пекех сумьпе ямь халăхĕсенчен тăракан çара ертсе пырса Ладогăпа Новгорода тытса илме шутланă. Нева тинĕсе юхса кĕнĕ вырăнта вĕсемпе Александр Невски тĕл пулнă та çапса аркатнă. 1283, 1284, 1292, 1293 çулсенче шведсемпе ямьсем каллех Ладога, Карели тата Ижор çĕрĕсем çине тапăнаççĕ. 1300, 1310, 1313, 1317, 1338, 1348, 1392, 1396, 1411, 1444-1446 çулсенче шведсемпе ямьсем Нева тинĕсе юхса кĕнĕ çĕре, çавăн пекех Анăç Карелине, Ладогăна, Обенеж çĕрĕсем çине хĕçпе кĕреççĕ. Швеци каярахпа та ку çĕрсене (Анăç Карели, Ижор çĕрĕсем) хăйĕн аллине илесси пирки манман. Мускав Руçĕн ливон вăрçи тапхăрĕнчи 1544, 1547, 1554-1557 çулсенче, тата çăвăн пекех 1590-1592 çулсенче вĕсемпе çапăçса илме тивет. 1617 çулта шведсем пĕтĕм Анăç Карелине, тата çавăн пекех Невапа Ладогăн çыранĕсене тытса илнĕ. Вырăссемпе карелсен хăйсен вырăнĕсене пăрахса тарма тивнĕ. Вĕсем Тухăç Карелире тата Тверь тăрăхне пурăнма куçнă. Вырăссемпе карелсем вырăнне кунта вара шведсем, финнсем, тата нимĕçсем килнĕ. Çурçĕр вăрçи вăхăтĕнче I-мĕш Пётр ку çĕрсене каялла тавăрать, вара вăл сĕрсен пĕр пайĕ Выборг, тепĕр пайĕ Петербург кĕпернине кĕме пуçланă.
1809 çулта I-мĕш Александр вырăссемпе шведсен хушшинчи вăрçăра Финляндине хăй аллине тытса илет. Тин çеç туса хунă Финлядни кнеçлĕхĕ шутне вара вăл Выборг кĕпернине те кĕртет. Кнеçлĕх автономи прависене анлăн параççĕ, çавăн пекех нумай çăмăллăхпа вăл усă курма пуçлать. Тĕслĕхрен, Финлянди кнеçлĕхĕнчи çынсене хĕсмете илмен. Полици те Раççее пăхăнман. Ку тапхăрта финн чĕлхипе культури аталанма пуçлать. Финсемпе шведсен наци шкулĕсем вăл тапхăрта Петербургра та уçăлнă. 1897 çулта Раççей империнче çын ĕмĕрĕ финнсен вăтамран 45 çул, вырăссен 29 çул пулнă.
Вăрçă хирĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1917 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Финлянди Раççейрен тухса çĕнĕ патшалăх туса хурать. Нимĕç çарĕсем пулăшнипе Финляняндире хĕрлисемпе шуррисем хушшинче граждан вăрçи пуçланать. Ку вăрçă вăхăтĕнче вырăссене хĕссе Финляндирен кăларса яраççĕ. 1918 çулхи çуркуннехи уйăхсенче шур финнсем 8400 хĕрлĕ финнсене, вĕсен шутĕнче 364 çула çитмен ачана вĕленĕ. Ку граждан вăрçи вăхăтĕнче пурĕ 20 пин çынна вĕлернĕ пулнă. Шурă финнсем çавăн пекех вырăссен патшалăх пурлăхне 17,5 миллиардлăх ылттăн тенкĕлĕх çаратнă.
1918 çулхи кăрлач уйăхĕнче ыиннсем Аланд утравĕсем çинче тăракан вырăссен çарĕ çине тапăнаççĕ.
1918 çулхи пушпа ака уйăхĕсенче финнсем вырăссен карапĕсене Гельсингфорсран Кронштада куçнă çĕрте чараççĕ — «Волынецпа» «Тармо» пăрçĕмренсене тытса илеççĕ, «Ермак» пăрçĕмрене тупăран переççĕ.
Ака уйăхĕн варринче нимĕçсем çарĕсем пулăшнипе Гельсингфорсра финнсем вырăссен суту-илӳ карапĕсене тытса илеççĕ, вырăс офицерĕсемпе матросĕсене тыткăна илеççĕ, вырăс усламçисен пурлăхне çаратаççĕ.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче финнсен çарĕсем Ино вырăс форчĕ патне çитеççĕ. Ку форт Петербурга хӳтĕлекен чи вăйлă пост пулнă. Кронштад комменданчĕ хушăвĕпе тупăсен пĕр пайне сирпĕтсе янă, ыттисем финнсен аллине лекнĕ.
Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Финлянди премьер-министрĕ Тухăç Карелине Кола çурутравĕ финнсене памалли пирки калаçу пуçлать, пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара финнсен Маннергейм генерал «Валлениус планне» çирĕплетет. Ку планпа финнсем çамрăк совет патшалахĕн çĕрĕсене Печенга-Кола çурутравĕ-Шурă тинĕс-Онеж тинĕсĕ-Свирь юханшывĕ-Ладога кӳлли йĕрĕ таран турса илмелле пулнă.
1918 çулхи çу уйăхĕн варри тĕлне Финлянди кнеçлĕхĕн пур çĕрĕсем те шурă финнсен аллинче пулнă. Тухăç Карелипе Кола çурутравне тытса илес тĕллевпе вăрçă пуçлаççĕ.
Çу уйăхĕн 10-пе 12-мĕш кунсем хушшинче финн отрячĕсем Печенга çине патăнаççĕ, анчах та вĕсене хĕрлĕ гвардеецсем хирĕç тăнипе вĕсен ĕçĕ ăнмасть.
Финнсен тапăнса кĕрнине чарма Совет Раççейне Антанта командованийĕ те пулăшă кӳнĕ.
Çу уйăхĕнче Маннергейм генерал Раççее хирĕç вăрçă пуçлани çинчен хут кăларать, Петербург çине тапăнса кĕме хатĕрленет, анчах вĕсен планĕсемпе нимĕçсем килĕшмеççĕ.
1918 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче финнсем Тухăç Карелин Реболь вулăсне тытса илеççĕ.
1918 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Ветцер генерал ертсе пыракан финнсен çарĕсем Эстонине çитеççĕ те хĕрлĕ унти гвардеецсемпе çапăçма пуçлаççĕ.
1919 çӳлхи кăрлач уйăхĕнче финнсем Тухăç Карелири Порозер вулăсне тытса илеççĕ.
Ака уйăхĕн 21-пе 22-мĕшĕсенче финн çарĕсем Тухăç Карели çине Олонецк еннелле пĕтĕм вăйне пухса тапăнса кĕме пуçлаççĕ.
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче финнсем Видлицăна, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Толксăна, вăл кунхи каçхинех — Олонец хулине тытса илеççĕ. Тепĕр кунне Вешкелица вĕсен аллине лекет. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пряжа патне çитеççĕ, Сулажгорăна кĕреççĕ, Петрозаводск вĕсен аллине лекме пултарни палăрса тăрать. Çав вăхатрах çурçĕр енчен Петразаводск патне акăлчансемпе Канада патшалахсен çарĕ хăратса тăрать. Анчах та финнсем Петразаводска çитеймеççĕ, вĕсен тапăнăвне Хĕрлĕ Çар ака уйăхĕн вĕçĕнче чарма пуçланă.
Çупа çĕртме уйăхĕсенче Хĕрлĕ Çар Ладога кӳллин хĕвелтухăçпа çурçĕр енчи çыранĕсенче финнсене, лешсем вĕсенчен ытларах пулнă пулин те лайăхрах хĕç-пăшаланнă пулин те вĕсене чарма пултарнă.
1919 çулхи çупа çĕртме уйăхĕсенче финнсем Лодей Уйĕ тăрăхне тапăнса кĕрсе Свирь юханшывĕ урлă каçнă.
1919 çул вĕçĕнче Хĕрлĕ Çар финнсене Видлиц еннелле каялла хăвалама тытăннă. 1919 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче вара финнсене чикĕ леш енне хăваласа янă.
1920 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар «Çурçĕр Карели патшалăхне» пĕтернĕ. Ку патшалăхăн центрĕ Ухта паççулкинче вырнаçнă пулнă, çарпа укçа-тенкĕ енчен финн правительсви вĕсене пулăшса тăнă. Тухăç Карелинчи çĕрсен ытларахăш пайне финнсенчен 1920 çулхи утă уйăхĕнче çеç тасатнă. Тухăç Каралире финсен çарĕсем Ребольпе Поросозерск вулăсăсенче çеç юлнă.
1920 çулта Тарту лăпкăллă килĕшĕвне алă пусса çирĕплетеççĕ. Çав килĕшӳпе Финляндине Анăç Карели Сестра юханшывĕ таран территори лекет. Çавăн пекех Поляр лешьенчи Печенга облаçĕ, Рыбачий çурутравĕн анăç енчи пайĕ, Вăта çурутравăн пысăкрах пайĕ Финляндине куçнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет-фин вăрçисем
- Финсен «тăванла вăрçисем»
- Çурçĕр Ингри Республики
- Çурçĕр Карел патшалăхĕ
- Олонец правительстви
- Олонец харçи
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- За Советскую Карелию, 1918-1920: воспоминания о гражданской войне / сб., ред. В.И. Мазешерский. Петрозаводск, Карельское кн. изд-во, 1963 - 535 стр.
- Карелия в период гражданской войны и иностранной интервенции 1918-1920. Сб., документы и материалы / ред. д.ист.н. Я.А. Балагуров, В.И. Мазешерский. Петрозаводск, Карельское кн. изд-во, 1964 - 648 стр.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Похлебкин В. В. Пулман вăрçă.
- Пĕрремĕш совет-фин вăрçи 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.