Пĕтĕм тĕнчери çыру кунĕ
Курӑнакан калӑплав
Ку статьяна викилемелле. Тархасшăн, ăна хатĕрлемелли йĕркепе çырса кĕртĕр.
|
Пĕтĕм тĕнчери çыру кунĕ, — 1874 çултанпа уявлакан почта ĕçченĕсен кунĕ. Юпа уйăхĕн 9 уявланать.
Ку кун Швейцари хулинче 22 патшалăх элчисем Берн килĕшĕвне алă пусса йышăннă, Тĕп почта пĕрлешĕвне туса хунă. 1878 çулта пĕрлешĕв ячĕ улмашăннă, «Пĕтĕм тĕнчери почта пĕрлешĕвĕ» ятлă пулса тăнă. Хальхи вăхăтра ку пĕрлешĕвре 189 патшалăх кĕрет.
Çак кун почта ĕçченĕсем «Çыру эрни» иртереççĕ. Ку эрнере çынсене çырусем çырма сĕнеççĕ. Ку эрнере çырнă çырусене пурне те ятарлă штампельпе палăртаççĕ. Вăл конвертсем вара кайран филателист пухăвĕсене тултарма пултараççĕ.
Çавăн пекех нумайĕш почта уйрăмĕнче ку кун почта маркисен, открыткăсен тата ытти филатели япалисем сутас шучĕ ӳсет. Почта уйрăмĕсем вĕсен ассортиментне пысăклатаççĕ.