Пĕчĕк улатакка
Пĕчĕк улатакка (лат. Picoides minor, синоним лат. Dendrocopos minor) - çерçирен кăшт пысăкрах кайăк. Çăмартисем (5-9) шурă. Чĕпписем çĕртме уйăхĕнче тухса пĕтеççĕ. Кашни çулах йывăçа шаккаса хăвăл тăваççĕ, унта йăва çавăраççĕ. Чĕпписене иккĕшĕ те пусса лараççĕ. Утă уйăхĕнче чĕпписем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Пурнăçĕ хутăш вăрмансенче, ытларах чухне юманлăхсенче, пысăк садсемпе парксенче иртет. Сивĕрех çулсенче кăнтăралла куçать, анчах пуçĕпех вĕçсе каямасть. Пирĕн тăрăхра вĕсен йышĕ пысăк.