Пайрăмсăррисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Mimivirus

Пайрăмсăррисем, е пурнăçăн пайрăмсăр формисем (лат. Acellularia, Acytota, Aphanobionta) — пайрăм çук организмсен йышĕ, унашкаллисен пайрăмла тытăм çук.

«Пайрăмсăррисен» чи паллă тĕсĕсем вируссем. Термин 2003-мĕш çулта мимивируса тупнă хыççăн кĕнĕ, ун чухне вăл чи кăткăс вирус пек шутланнă, эволюци майĕпе пурнăçăн пайрăмлă форминчен пулма пултарассине палăртнă.

Вируссемсĕр пуçне, кунашкал организмсен шутне вироидсем тата вирусоидсем, çавăн пекех хăйсен ДНК е РНК урлă майлашăннă геномĕ çук инфекцилле агентсем кĕреççĕ, — сăмахран, прионсем.