Контент патне куҫ

Памир (литература ушкăнĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Памир (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Л. Мартынов, С. Марков тата
Н. Феоктистов. 1920-мĕш çулĕсен вĕçе.

Памир — 1920-мĕш çулĕсен вĕçĕнче — 1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çĕпĕр литераторĕсен коммунистсене хирĕçле пĕрлешĕнĕвĕ. Вырăс литературине «1937 çулченхи çыравçăсен ĕçĕсенчен маларах кĕнĕ чи пысăккисенчен пĕрри пулнă»[1]

«Памир» ушкăнĕ Çĕн Çĕпĕрте 1928 çулта Н. И. Анова инициативипе, çĕнçĕпĕрти «Настоящее» (Хальхи) ультрасулахай коммунисчĕсен ушкăнне хирĕç тăрас тесе, йĕркеленĕ. Ушкăнăн тĕп йĕтрине Николай Анов, Леонид Мартынов, Иван Ерошин, Сергей Марков тата Николай Феоктистов кĕнĕ. «Памир» хăйĕн тĕп ĕçĕ вырăнне «Çĕпĕрти литературăна парти ертсе пынипе» кĕрешессине хунă (Анов каласа панипе), вĕсен политикăри идеалĕ – ирĕклĕ Çĕпĕр шутланнă. «Памир» ушкăн çĕпĕр облаçлĕхĕсемпе шурă гвардейсен традицисене малалла тăснă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Куняев С. Огонь под пеплом. Дело «сибирской бригады» // Наш современник. 1992. № 7.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]