Параппан
Параппан (тĕрĕк сăмахĕнчен пулса тухнă, пулас) — кĕмсĕртӳллĕ кĕвĕ хатĕрĕ, мембранофон.
Чылай халăхăн инструменчĕ. Параппан шутне йывăç (е металлă) пушă цилиндрлă резонатор-корпус е хашака (рамă) çине икĕ (е пĕр) енчен сăран мембранăсене туртса çирĕплетнĕ (сасăн çӳллĕшне туртăвĕпе улăштарма пулать).
Сасса мембранăна йывăç шаккан çемçе вĕççипе, патакпа, алăпа, хăш чух сĕркелесе кăлараççĕ.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Параппан авалхи Шумерте — пирĕн эрăччен 3000 çул маларах — пулни паллă. Месопотамире археологи ĕçĕсене ирттернĕ чух авалхи çапмалли пĕчĕк цилиндр инструментсене тупнă. Авал параппан çивĕч хыпара саспа çитермелли хатĕр пулнă, çаплах ăна ритуал ташисене, вăрçă-харçă çаврăнăвĕсене, тĕн мешехисене ирттернĕ чух кĕмсĕртеттернĕ. Европăна параппан Çывăх Тухăçран килет.
Тĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Мăн параппан (турккă параппанĕ) — икĕ енлĕ, сайра пĕр енлĕ.
Пĕчĕк параппан
Там-там е том-том — африка параппанĕ.
Параппан тăвакансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Параппансене Японире (Yamaha, Roland), АПШ-ра (Alesis, Drum Workshop) ăсталаççĕ, кăштах Европăпа (Simmons) Тайваньре (Taye, WorlMax, Mapex).
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Кĕмсĕртӳллĕ хатĕр
- Кĕмсĕртеллĕ кĕвĕ хатĕрĕсен тĕсĕсем Архивленĕ 29 Кӑрлач уйӑхӗн 2008 çулта.
- Джембе, дарбука Архивленĕ 29 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта.