Контент патне куҫ

Парпинг

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Парпинг статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.

Парпинг — Непалти Катманду айлӑмӗнчи ял, Буддӑна пуҫ ҫапма ҫӳрекенсемшӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑнсенчен пӗри, вӑл Ньингма йӑлине никӗсленӗ Падмасамбхава ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ.

Парпинг Катмандуран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ.

Парпингпа ун тавра вун-вун будда мӑнастирӗ, ступӑсем тата сӑваплӑ вырӑнсем вырнаҫнӑ, унтах тибетсем пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле комплексра индуистсен храмӗсемпе кумирнясем те пур, ҫавна май Парпинг пӗтӗм Непал ҫыннисемшӗн пысӑк вырӑн йышӑнать.

Парпинга кӗнӗ ҫӗртех, ту хӗрринче пӗр-пӗринпе протокӑсемпе пӗрлешӗнсе тӑракан Шеш Нараян пӗвесем вырнаҫнӑ. Вӗсенчи шыв тӑп-тӑрӑ, ҫавна май сӑваплӑ шывра пурӑнакан пулӑсем мӗнле ишсе ҫӳренине сӑнама май пур. Кунта Катманду айлӑмӗнчи Вишну тӗп храмӗсенчен пӗри шутланакан пысӑках мар храм патне хӑпартакан пусма пуҫланать. Юнашарах буддистсен ступисем вырнаҫнӑ, вӗсен ҫумӗнче пысӑках мар буддистсен мӑнастирӗ тӑрать. Ку вырӑн ньингма йӑлин чи вӑйлӑ ӑсти Чатрал Ринпоче кунта хӑйӗн манахӗсемпе пурӑннипе питӗ паллӑ.

Инҫех мар буддизм хӳтӗлевҫисенчен пӗри шутланакан Ваджра Йогини храмӗ вырнаҫнӑ, унӑн тӑррине ылтӑнланӑ, ӑна вунҫиччӗмӗш ӗмӗрте невар стилӗпе тунӑ.

Ҫӳлте, сӑртлӑхӑн хыҫалти енче, Падмасамбхава духовлӑ аталанса ҫитнӗ вырӑнта, буддистсен темиҫе мӑнастирӗ вырнаҫнӑ.

Инҫех мар пысӑках мар капелла вырнаҫнӑ, унта яланах тенӗ пекех ҫын питӗ чылай. Унта Тарӑн хӑйне хӑй курӑнакан сӑнарне курма пулать, буддизмра ӑна хӗрхенекен хӗрарӑмӑн пӗр аспекчӗ пек йышӑннӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн Тара сӑнарӗ никам пулӑшмасӑрах чул ҫийӗнче ытларах та ытларах палӑрса пырать. Буддистсен Тарӑпа ассоциациленнӗ ӳкерчӗке индуистсем Сарасвати турӑ тесе палӑртаҫҫӗ, ҫавӑнпа паломниксем кунта яланах ҫителӗклӗ, вӑл шутра буддистсем те, индуистсем те чылай.

Ҫӳлте, посёлокран ҫӳлте, Парпингӑн тӗп сӑваплӑ вырӑнӗ вырнаҫнӑ — Асура шӑтӑкӗ, ҫакна йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ тӗрлӗ тӗслӗ кӗлӗ ялавӗсем палӑртаҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑнта Падмасамбхава тахҫан тантрӑлла практикӑланӑ, медитацилесе чылай вӑхӑт ирттернӗ. Ҫак вырӑн калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлине шута илсен аслӑ Ӑстаҫӑ кунта духовлӑ аталанура питӗ ҫӳллӗ шая ҫитнӗ. Ҫавӑнпа та ун хыҫҫӑнхи чылай практиксем кунта, Асура ҫӗр хӑвӑлӗн пиллӗхӗ питӗ вӑйлине пӗлсе, медитацилеме килнӗ. Ҫӗр хӑвӑлӗнчен инҫех мар Тулку Ургьен Ринпоче туса лартнӑ ритрит центрӗ вырнаҫнӑ.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]