Патăрьелĕнчи сахăр савучĕ (пурнăçланайман проект)
Патăрьелĕнчи сахăр савучĕ, пурнăçланайман проект; савута 1990-мĕш çулсенче тума палăртнă пулнă, хăшпĕр ĕçсене туса та ирттернĕ темелле.
Мĕн тунă-ха, мĕн туса ĕлкĕрнĕ?
- Савут тума палăртнă вырăнта хура тăпра сийне сÿсе илнĕ
- Патăрьелĕн хĕвелтухăç енче халăхра ОКЦ текен пĕчĕк микрорайон ÿссе ларнă.
- Халăхран сулăм укçи пуçтарнă
Сÿсе илнĕ хура тăпран куписем каярахпа нумай вăхăт хушши уйра курăнса ларнă, унтан сасартăк çухалнă. Вĕсем ăçта кайса кĕни пирки халлĕхе информаци çук. Çапларах майпа пулăхлăхне чакарнă уйра пĕчĕк хырлăх лартса ÿстернĕ. анчах та вăл, çав вăрман пекки, хура тăпрана сÿсе илне лаптăка пĕтĕмпех çавăрса илеймест.
Çавăн пекех асăннă çер çинче «Улăп тăпри» текен историлле палăк пуррине те манмалла мар.
Ĕç ресурсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1970-1990-мĕш çулсенче Чăваш республикинче сахăр савучĕсемшĕн чĕртавар пулса тăракан сакăр кăшманне пачах та туса илмен темелле (1991-1995-мĕш çулсенче вара туса илме пуçланă)[1].
Анчах та ку факт кунти халăх, хресченсем, ку культурăпа пачах та çыхăнман тенине пĕлтермест. Унашкал опыт пур. Чăн малтанах Чĕмпĕр облаçĕнчи хуçалăхсене массăллăн вăхăтлăх ĕçлеме çуренине кура. Хăшĕсем çавăнта, ялсенче, яланлăх пурăнма та юлнă.
Чĕртавар
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сахăр савутне ĕçлеттерме сахăр кăшманĕ кирлĕ. Вăл пур-и Чăаваш республикинче, чăн малтанах, Патăрьел таврашĕнче?
1990-мĕш çулсене таврăнмасăр, хальхи вăхăта пăхар. «Советская Чувашия» хааçат пĕлтернĕ тăрăх, 2023-мĕш çулта Чăваш республикинче сахăр кăшманне 1000 гектар çинче туса илнĕ[2]. Вăл шутра 490 гектарĕ Патăрьел районĕнче[3]. Пылак тымарçимĕçе çав çул çитĕнтернисем хушшинче Кĕçĕн Патăрьеленчи «Исток» агрофирма (300 га), Мария Лаврентьеван фермер хуçалăхĕ (КФХ, 190 га). Тухăç — 410 ц/га.
Асăннă агрофирмăра сахăр кăшманне пуçтарма 2005-мĕш çултанпах 13 миллион тенкĕ парса туяннă «FRANZ KLEINE» комбайнпа усă курнă, ун çинче ĕçлеме Николай Илюткин механизатор ятарласа Саранск хулинче вĕренсе килнĕ[4].
Шыв
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чĕртавара хатĕр продукцие (сахăра) куçарнă чухне, технологи уйрăмлăхĕсене кура, шыв нумай кирлĕ[5].
Пулнă-и-ха кирлĕ чухле шыв тума палăртнă пулнă сахăр савучĕ валли? Янтăласа хуни — пулман.
Ыйтăвăн хакĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Урăхла каласан, савут çĕклесе лартасси мĕн хак тăмалла пулнă? 1990-мĕш çулсенчи çăлкуçсем ал айĕнче маррине кура, тепĕр тĕслехпе танлаштарма пулать. 2011-мĕш çул тĕлне Чĕмпĕр облаçĕнчи Чартаклă районĕнче регионти иккĕмĕш сахăр савучĕ туса лартасси тĕлĕшпе ыйту сиксе тухнă[6]. Çичĕ миллиард тенкĕ — ак мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулнине шутласа кăларнă. Вăтам хăватлă сахăр савучĕ çĕклеме тăкакалама тивнĕ пулĕччĕ имĕш çавна. Кун чухлĕ сумма регионшăн шăл çемми пулман, савута туса лартайман. Гене 2016-мĕш çул тĕлне ку ыйту тата тепĕр хут çĕкленнĕ. Хальхинче инвестора тупма май килнĕ. Вăл Компанисен «АСБ» ушкăнĕ ООО. Унăн Генералле директоре Юрий Хохлв тата Сергей Морозов кепĕрнаттăр 24 миллиард тенкĕлĕх инвестици килĕшĕвне алă пусса çиреплетнĕ[7]. Хута ямалли срок — 2021-мĕш çул тĕлне[8]. Пурнăçа кĕнĕ е кĕмен — ку паллă мар.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 14.20. ВАЛОВОЙ СБОР САХАРНОЙ СВЕКЛЫ (фабричной) ПО СУБЪЕКТАМ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ (в хозяйствах всех категорий; тысяч тонн)
- ^ Иванов, Вячеслав. В Чувашии приступили к уборке сахарной свеклы — «Советская Чувашия» хааçат сайчĕ, 2023-мĕш çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕ.
- ^ В Батыревском муниципальном округе хозяйства приступили к уборке сахарной свеклы. — «БЕЗФОРМАТА» сайт.
- ^ 09:52 В Батыревском районе механизируется уборка сахарной свеклы — Чăваш республикинчи влаçсен официаллă порталĕ
- ^ Переработка сахарной свёклы: промышленное использование. Краткое описание процесса переработки корнеплодов — АгроXXI. Агропромышленный портал.
- ^ Сахарная свекла как камень преткновения — ИА «Улпресса». Учредитель: ООО "Симбирск-Паблисити". Главный редактор: Турковская О.С.
- ^ Новый сахарный завод обеспечит рабочими местами больше 1700 жителей Ульяновской области — Кĕпĕрнттăрăн тата Чĕмпĕр облăçĕн тÿре-шарин официаллă сайчĕ.
- ^ В Ульяновской области появится новый сахарный завод — 16:10 02 ноя 2016г. Сфера медиа.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |