Петрова Галина Петровна
Петрова Галина Петровна, — медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1933 çулта Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Лап Олкаш ялĕнче çуралнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1957 çулта Хусанти медицина институчĕн педиатри факультетенчен вĕренсе тухнă та пĕр тапхăр (1957-1959) участокри педиатр пулса ĕçленĕ. Кулленхи практикăра тĕл пулакан тĕрлĕ ыйтусемпе кăткăслăхсем çамрăк специалиста медицинăна тарăнрах пĕлме, малалла вĕренме хистенĕ. 1959 çулта вăл аспирантурăна вĕренме кĕне те унтан 1962 çулта вĕренсе тухсан Хусанти медицина институтенче ассистент пулса ĕçлеме тытăннă. 1964 çулта Галина Петровна «Клиническое значение исследований диспротеиномических сдвигов сыворотки крови и спинномозговой жидкости при туберкулезном менингите у детей» темăпа диссертаци хутĕлесе медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ. Тепĕр икĕ çултан (1964) ăна доцент ятне панă.
Галина Петровна медицина темисемпе 50 яхăн тĕпчев ĕçĕ пичетлесе кăларнă.