Контент патне куҫ

Петров Вениамин Филиппович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вениамин Филиппович Петров — (9 ҫу, 1934, хальхи Чӑваш Республики, Красноармейски районĕ, Упи ялĕ, 31 утӑ, 1999, Перĕм) — медицина ăслăлăхĕсен докторĕ (1981), санитари врачӗ, профессор.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вениамин Филиппович Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче Филипп Петровичпа Елизавета Кирилловна Петровсем çемьинче çуралнă. Пермьри медицина институтĕнче вĕреннĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерсен вăл Шупашкар районĕнчи Кӳкеç поселокĕнчи тĕп больницăна ĕçлеме килет. 60-мĕш çулсенче В. Ф. Петров Чăваш Республикинчи санитари врачĕнче те вăй хурать. Шупашкарта ĕçленĕ чухне пысăк тавракурăмлă тухтăр наукăпа кăсăкланма пуçлать. Хăйĕн пĕрмĕш ĕçĕсене Вениамин Филиппович ытларах “Ялав” журналта пичетлеме тăрăшнă. Пермьмри медицина институчĕн аспирантуринче ăслăлăх кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. Çавăн хыççăн В. Ф. Петров хăйĕн аслă наставникĕсем — профессорсем сĕннипе институтрах ĕçлеме юлнă. Малтанхи çулсенче вăл — санитари кафедрин заведующийĕ, доцент. 1981 çулта медицина ăслăлăхĕн докторĕн диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ чăваш ăсчахне Пермь облаçĕн тĕп санитари врачĕ пулма çирĕплетнĕ. 1999 çулччен Вениамин Филиппович Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас министерствин Пермьре вырнаçнă “Биомедпром” наукăпа производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕнче ĕçленĕ. Петров Юрий Филипповичăн пиччĕшĕ.

  • Хисеп Палли орденĕ.
  • Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
  • СССР хисеплĕ рационализаторĕ (1982).
  • РСФСР Министрӗсен Канашĕн премийӗн лауреачӗ.

179 ăслăлăх ĕçĕ, çав шутра пилĕк монографи пичетленĕ.Унăн çирĕм патентне çĕр-шыври тĕрлĕ ăслăлăх учрежденийĕсемпе медицина промышленноçĕн хăватлă предприятийĕсем йышăнса ĕçе кĕртнĕ. Вĕсемпе паян та тĕрлĕ çĕр-шывсенче анлă усă кураççĕ.

2007, раштав, 20 , кĕçнерникун. Ашшĕ-амăшĕ пилленипе ](ĕçлемен каçă)