Пику-ду-Ариейру
Пику-ду-Ариейру | |
---|---|
Патшалӑх | |
Административлӑ-территориллӗ пай | Мадейра |
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнче | Мадейра[d] |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 1818 метр |
Медиафайлы на Викиампар |
Пику-ду-Ариейру (порт. Pico do Arieiro) — Мадейра архипелагӑн тӗп утравӗ шутланакан Мадейра утравӗнчи ҫӳллӗшӗпе виҫҫӗмӗш (1818 м) вырӑнта тӑракан ту. Ку тӗлӗшпе вӑл Пику-Руйву (1862 м) тата Пику-даш-Торреш (1847 м) кӑна лутрарах.
Вырӑнти тавралӑха пӑхса ҫаврӑнмалли питӗ аван вырӑн шутланать, ун патӗнчен PR1 "Vereda do Areeiro" ҫуран туризм ҫулӗ пуҫланать[1], вӑл утраври чи ҫӳллӗ Пику-Руйву ту патне илсе каять. Халӑх йышлӑ килекен вӑхӑтра кунне кунта пин ҫын патнелле иртме пултарать.
Юлашки вӑхӑтра ку тӑва Фуршалтан хӑпаракан велосипедҫӑсем кӑмӑллама пуҫланӑ. Пику-ду-Ариейру ҫине велосипедпа хӑпарасси тӗнчери чи йывӑр маршрутсенчен пӗри шутланать: ун тӑррине ҫитме мӗнпурӗ 1810 метр ҫӳллӗшне хӑпармалла, 22 ҫухрӑм иртмелле.
Ту тӑррине автомобильпе ҫитме ҫул хывнӑ, кунта машинсене тӑратмалли чарӑну вырӑнӗ, ресторан, сувенирсем сутакан лавкка пур.
2011 ҫулта ту тӑрринче туризм валли усӑ куракан ҫуртсемпе юнашар Португали СҪВ ПВО радиолокаци станцине вырнаҫтарнӑ.
Ҫанталӑк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пику-ду-Арейрӑра сулхӑн вӑтаҫӗр тинӗс климачӗ, ҫумӑр таврашӗ час-часах ӳкнине пула ҫанталӑк кунта питӗ нӳрӗк. Ытларах енӗпе тӗтреллӗ ҫанталӑк тӑрать е вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхтерет.