Пирĕн эрăччен XIV ĕмĕр
Курӑнакан калӑплав
Паллă пулнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Икĕпат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1391—1353 (1386—1349 е 1405—1367) — Фараон Аменхотеп III. Вавилонипе Митанни хушшинчи тăнăçлă хутшăнусем. Династи енĕпе вĕсем çыханнă пулнă. Луксорта Амон-Ра храмне туса лартнă. Храмра Аменхотеп статуйисем — «Мемнон колоссĕсене» — туса лартнă.
- 1386 — Аменхотеп Эфиопири пăлхава пусарнă.
- 1353—1337 (1349—1334 е 1368—1351) — Фараон Неферкеперур Аменхотеп IV (Эхнатон). III Аменхотеппе Тия ывăлĕ. Тĕп хулана Фивăран çĕнĕрен тунă Ахетатон (Эль-Амарна) хулана куçарнă. Атон этепне кĕртнĕ. Женат на Нефертити. Ултă хĕр çуратнă, çав шутра Меритатен. Хеттсем Сири çине тапăннă.
- 1337 (1361) тĕлн. — Фараон Сменхкара, Эхнатон қĕрӳшĕ. Амон этепне тавăрнă.
- 1337—1325 — Фараон Тутанхамон (1352 тĕлн.—1325), Эхнатон кĕрӳшĕ. Пĕртытăмçă (1343 çултанпа). Мемфисре пурăнма тытăнать. Сирире лару-тăру кăштах лăпланать.
- 1325 — Тутанхамонăн тăлăх арăмĕ хеттсен патша ывăлне качча каясшăн пулнă, анчах та икĕпат вельможисем каччине вĕлереççĕ. Хеттсен патши Икĕпат çине варçăпа каять. Икĕпатсене çапса çĕмĕреççĕ. Анчах та эпидеми сиксе тухать те тыткăна лекнĕ икĕпатсеннчен хеттсене амак ерме тытăннине пула юлашкисем вăрçăна вĕçлеççĕ.
- 1325—1323 — Фараон Эйе, бывший начальник колесничьего войска.
- 1323—1295 (1350 тл.) — Фараон Хоремхеб, XVIII династири юлашки. Фивăра фараона суйланă хыççăн Мемфисе каять.
Çывăх Тухăç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Урăх регионсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1388 (1384) — Пань Гэн тĕп хулана çĕнĕ вырăна (Аньянь) куçарать.
- 1352—1324 — Инь патши Сяо И. Чжоу йăхĕ тухăçалла, Ци территорине куçса каять.
- 1327 — Гун-лю çыннисен еткерĕсене жунсем хăваласа хĕсеççĕ, вĕсене вара Шань-фу кнеç Çурçĕр Шэньси çĕрне илсе çитерет. Çак йăхран Чжоу ăрăвĕ тухнă.
- XIV ĕмĕр — Микенăра çурт-йĕр тăвас енĕпе пысăк ĕçсем пыраççĕ. Акрополе çирĕплетеççĕ.
- XIV ĕмĕр — Кăнтăр Çĕпĕр тата Казахстан çеçенхирĕсенче лаша ĕрчетме тытăнаççĕ; çаплах куçса çӳресе выльăха ĕрчетеççĕ.
- Аргонавтсем халапри пекех çул çӳрени.
Тытăмçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фараонсем: Аменхотеп III, Эхнатон, Сменхкара, Нефернефруатон (?), Тутанхамон, Эйе, Хоремхеб, Рамсес I, Сети I.
- Хеттсен патшисем: Арнуванда I, Хаттусили II, Тудхалия II, Тудхалия III, Суппилулиума I, Арнуванда II, Мурсили II.
- Тир патши Абимилки.
- Митанна патшисем: Шуттарна II, Арташумара, Тушратта, Шуттарна III, Шаттиваза, Шаттуара I.
- Ассири патшисем: Ашшур-надин-аххе II, Эриба-Адад I, Ашшур-убаллит I, Эллиль-нирари, Арик-ден-или, Адад-нирари I.
- Вавилон патшисем: Кадашман-Харбе I, Куригальзу I, Кадашман-Эллиль I, Бурна-Буриаш II, Караиндаш II, Назибугаш, Куригальзу II, Назимарутташ.
- Элам патшисем: Игехалки, Пахиришшан I, Аттаркиттах.
- Шан патшисем: Цзу И, Цзу Синь, Во Цзя, Цзу Дин, Нань Гэн, Ян Цзя.