Контент патне куҫ

Пленэр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Джон Сингер Сарджент, «Клод Моне вӑрман хӗрринче».

Пленэр — (фр. en plein air — «уҫӑ сывлӑшра») — хӗвел ҫутипе таврари атмосфера сӗм янипе тӗсӗн улшӑнавӗсен пур пуянлӑхне ӳнер ӗҫӗнче кӑтартнине палӑртакан термин. Пленэр сӑрӑ-ӳнерӗ пултарулӑх ӗҫӗсене ӳнерҫӗн ӗҫ лаҫӗнче мар, тулта, ӳҫӑ сывлӑшра, ҫутҫанталӑк пурнӑҫне ӑнланма тӳпе ҫуттинче ӑсталанипе паллӑ. Ку терминпа ҫутҫанталӑкӑн тӗсӗсен пуянлӑхне чӑнлӑн сӑнарлама, ҫутҫанталӑкри тӗссен пур улшӑнӑвӗсене чӑн пурнӑҫра кӑтартма, ҫутӑпа сывлӑш вӑйлӑ сӗм панине пӗлтерме усӑ кураҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пленэрта кирек мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать, ӗҫе кӗске вӑхӑт хушшинче туса ӗлкӗресси пирки пленэрти сӑрлав ӳнерӗн хӑйне май уйрӑмлӑхсем пур.

Уинслоу Хомер, Ӳнерҫӗсем Шурӑ сӑртсем патӗнче ӳкереҫҫӗ, 1868 ҫ.
Клод Моне, 1887 г., Живерни вӑрманӗнче, Бланш Ошеде Моне мольберт умӗнче Сюзанна Ошеде вулаканпа.


Пулса тухни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пленэр XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Англире Джон Констебль тата Ричард Паркс Бонингтон ӳнерҫӗсене кура пулса тухнӑ.

Импрессионизм юхӑмӗн Франци ӳнерҫисем уҫӑ сывлӑшра нумай ӳкернӗ.

Раҫҫейра XIX ӗмӗр ҫурринчен пуҫласа — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пленер сӑрлав-ӳнерӗнче Василий Поленов, Исаак Левитан, Валентин Серов, Константин Коровин, Игорь Грабарь ӳнерҫӗсем ӑнӑҫлӑн ӗҫленӗ.

Пӗлме кӑсӑклӑ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Популярная художественная энциклопедия.» Под ред. Полевого В.М.; М.: Издательство "Советская энциклопедия", 1986.