Покрасс Самуил Яковлевич
Самуи́л Я́ковлевич Покра́сс (1897, Киев — 1939, Çĕнĕ Йорк) — Покрасс ывăлĕсен асли, раççей-америка композиторĕ, эстрада пианичĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çамрăкранах сĕрме купăс ăсталăхне алла илнĕ, 10-çула çитсен Киев кĕвĕ училищине сĕрме купăспа фортепиано класне пĕлӳ пухма кĕрет. 16 çула çитсен вăл çаврăнуллă аккомпаниатор пулса тăрать, эстрадăпа илленет, сăвă çырать; çавăн чухнех Петроград консерваторине фортепиано класĕпе ăсталăхне туптама кĕрет, 1917 çулта вĕренĕве вĕçлет.
Граждан вăрçи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Консерваторирен вĕренсе тухсан Киева таврăнать, кунта вăл эстрада пианисчĕ тата виртуоз-аккомпаниатор пулса хăйĕн романсĕсемпе паллă пулать. Киев хулине Хĕрлĕ Çар 1920 çулта йышăнсан çарпуçлăх хушăвĕпе П. Григорьев сăвăçпа пĕрле çапăçу юррисене хайлать, вĕсенчен тĕнчипе чи чапли «Красная армия всех сильней» маршĕ. 1923 çулта Мускава куçса каять. 1923 çулхи раштав, 18 тин çеç уçалнă «Аквариум» мюзик-холлĕнче юрă çырать. Юрă театăрăн эмблеми пулса тăрать.
Эмиграци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1924 çулхи нарăсра Берлина тухса каять, 1927—1928 çулсенче Парижра пурăнать, тепĕртакран АПШ-на çитет, унта вăл пĕчĕк джаз-банд ертсе пырать, çаплах ташă кĕввине те ӳнерлет, тĕслĕхрен, холливут фильмĕсем валли. Унăн кĕввипе ӳкерсе илнĕ «Три мушкетёра» кинофильма СССР-та лайăх астăваççĕ, ăна совет кинотеатăрĕсенче вăрçă хыççăн Германирен илсе килнĕ «трофей» шайĕпе кăтартаççĕ.
Паллă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Красная армия всех сильней (тексчĕ: П. Григорьев).
- На перепутье (тексчĕ: С. Покрасс).
- И ожили цветы (тексчĕ: С.Шумский).
- Я вновь один, угасли грёзы (тексчĕ: С. Шумский).
- Вспомни тихий запущенные сад (тексчĕ: П. Герман).
- Гаснул закат (тексчĕ: П. Герман).
- Не целуй, не балуй (тексчĕ: П. Герман).
- Дни за днями катятся (тексчĕ: П. Герман).
- Дни за днями катятся (тексчĕ: П. Герман)
- Две розы (тексчĕ: Д’Актилĕн)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Самуил Покрасс(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче.